Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Инкексен сăлтавĕ - çăмăлттайлăх

Шыва кĕмелли тапхăр пуçланчĕ кăна, республикăра шывра инкеке лекнисен шучĕ питĕ пысăк. Иртнĕ эрнере анчах 11 çын путса вилнĕ, МЧС сотрудникĕсем пĕр çынна çăлса хăварма пултарнă. Районта та ку ыйту çивĕч тухса тачĕ - çынсем çăмăлттайлăха, тимсĕрлĕхе пула пурнăçран вăхăтсăр уйрăлаççĕ. Лару-тăру пирки район администрацийĕн гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăрусен ĕçĕсемпе тимлекен пайĕн пуçлăхĕ Алексей Владимиров каласа пачĕ:

- Шывра асăрхануллă пулмалли çинчен çу пуçламăшĕнчех калаçма, çынсене ăнлантарма (çав шутра хаçат урлă та) тытăнтăмăр пулин те, инкексен шучĕ чăннипех нумай. Çынсем хăрушлăха ăнланасшăн мар-ши е хăйсемпе япăххи пурпĕрех сиксе тухмасть тесе шутлаççĕ-ши - пĕвесем çывăхĕнче нимле йĕркене те пăхăнмаççĕ. Тĕрĕссипе, хăйсене ăссăрла тытаççĕ тесе калас килет. Шыв-шур уйрăмах ÿсĕрсене «кăмăлламасть», эрех ĕçнĕ хыççăн шыва кĕрекенсемшĕн çакă час-часах синкерлĕ вĕçленет.

Кăшт та пулин тимлĕх çинчен аса илнĕ-тĕк, кăçалхи инкексенчен чылайăшне асăрхаттарма май килетчĕ. Май уйăхĕнчен пуçласа паянхи кунччен, акă, районта пилĕк çын пĕвесенче путса вилнĕ. Инкексем Çĕрпел, Аçăмçырми, Уйкас Кипек ял поселенийĕсенче çырăннă, пĕр çамрăк хĕр шыва сиксе вилнĕ тĕслĕх те пулнă. Çак кунсенче, шел те, тата тепĕр инкек хушăнчĕ. Кив Шуртан çынни, ÿсĕрскер, пĕве çывăхĕнче пынă вăхăтра шуса ÿкнĕ, шывпа чыхăнса вилнĕ. Хăй тăватă ача ашшĕ, Тинĕс-çар флотĕнче службăра тăнă - пурнăçĕ вара шывра çакăн пек хăрушă татăлнă. Çавăнпа та хăвăрăн пурнăçа сыхласа хăварас тесен пĕвесемпе кÿлĕсем, юхан шывсем патне ÿсĕрле пачах та пыма юрамасть. Эрех витĕмĕпе паттăрланса шыва сикни, ăмăртмалла инçе ишсе кайни маттуррине мар, ăссăрла хăтланнине пĕлтерет. Шыв çăмăлттайлăха каçармасть.

- Шывра инкек ан пултăр тесен хăрушсăрлăхăн мĕнле правилисене çирĕп пăхăнмалла;

- Пĕве е кÿлĕсем хĕрринчи кану йĕркеллĕ, нимле пăтăрмахсăр ирттĕр тесен тимлĕхе малти вырăна кăлармалла, кунта аташма-выляма (уйрăмах ачасен) юрамасть. Лайăх ишни инкексенчен хÿтĕлет, анчах пурин те шывра хăйсене асăрхануллă тытмалла. Ятарлă, хăрушсăр тесе палăртнă вырăнсенче кăна шыва кĕмелле. Ÿсĕрле нихăçан та шыва ан кĕрĕр – алкоголь пуç мимине йĕркеллĕ ĕçлеме чăрмантарать. Шывра 10–15 минутран ытла ан пулăр, кĕлетке шăннипе урана шăнăр туртса хутлатма пултарать. Кун пек чухне шĕвĕр япалапа (майра йĕппипе, чулпа тата ыттипе) чикни пулăшать.

Шыва кĕме ирĕк çук, паллă мар вырăнта сикни, чăмни – хăрушă: пуçпа хытă çĕр, йывăç-турат çине çапăнса мăй шăммисене хуçма, тăн çухатса вилме пулать. Шыв – вăйă вырăнĕ мар, пĕр-пĕрне путарма, ураран туртма, хăратма е суйса пулăшу чĕнме юрамасть. Ачасене пĕве хĕрринче пĕччен ан хăварăр: пĕчĕкскерсене ÿкме, шывпа чыхăнса кайма нумай кирлĕ мар.

Вĕрсе хăпартнă матрассем çинче те, теттесемпе те асăрханса ишмелле. Çилпе е шыв юхăмĕпе вĕсене çырантан аякка илсе кайма, сывлăшĕ тухма пултарать.

Хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнни кăна çынна шывра хăйне хÿтлĕхлĕ туйма май парать. Çакна ан манăр, хăвăрăн пурнăçа упрăр.



"Çĕнтерÿ çуле"
06 июля 2011
00:00
Поделиться
;