Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Килĕшÿре юрату сÿнмест

Ĕнер Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕнче - çветтуй Петрпа Феврони уявĕнче -     районти виçĕ çемье патшалăх наградисене тивĕçрĕ

Историйĕпе XIII ĕмĕре тавăракан çак уявăн пĕлтерĕшĕ çав тери пысăк. Пире вăл килĕшĕве, ăнланулăха, таса туйăмсене мала хуракан çемьесенчен тĕслĕх илсе пурăнма вĕрентет.

Çĕршывра юлашки çулсенче çемье институтне çирĕплетессипе, çемьери ырă йăласене сарассипе пысăк ĕç пурнăçлаççĕ. Чăваш ен Президенчĕ Михаил Игнатьев та акă хăйĕн Чăваш Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче çемье ыйтăвне пысăк вырăн уйăрчĕ, ачасен телейлĕ те сывă пуласлăхĕшĕн пĕрлешсе ĕçлемелли çул-йĕрсене палăртрĕ.

Районта çирĕп çемьесем чылай, вĕсем çĕршыв тĕрекĕ пулса тăраççĕ. Туçи Çармăсри Нина Викторовнапа Валериан Андреевич Андреевсем акă 53 çул пĕр чĕлхерен пурăнаççĕ. Виçĕ ача пăхса çитĕнтернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Чыслă çемье Чăваш ен Президенчĕн Указĕпе килĕшÿллĕн «Юратупа шанчăклăхшăн» ордена тивĕçрĕ.

Çемье хÿтĕлевçисен - çветтуй Петрпа Феврони - чысне çÿлте тытса пыракан тепĕр çемье вăл – Кĕперлĕ Кÿлхĕрринчи Мария Ивановнапа Анатолий Антонович Антоновсем. Вĕсем те çумма çуммăн çур ĕмĕр ытла. Ачисем пиллĕкĕн тан. Ĕçчен, маттур çынсем.

Ярмушка ял тăрăхĕнчи Елена Семеновнапа Виктор Филиппович Максимовсем пирки те çакнах каламалла. Юратупа килĕшÿ çулĕпе вĕсем 54 çул пĕрле утаççĕ. Пилĕк ачине çемье хаклăхне вĕрентсе ÿстернĕ, халĕ вĕсемпе, мăнукĕсемпе куç тулли савăнаççĕ. Çак икĕ çемье «Юратупа шанчăклăхшăн» медальсене тивĕçрĕç.

Андреевсем те, Антоновсем те, Максимовсем те - сывă пурнăç йĕркин тусĕсем, ĕçкĕ-çикĕпе иртĕхмеççĕ, çемье пуçĕсем çăвара нихăçан та чĕлĕм хыпман.

«Шăпах çакнашкал çемьесенче таса чунлă, ырă ачасем çитĕнеççĕ. Тавах сире обществăн тĕп ячейкине çирĕплетме пулăшнăшăн»,- пуÿа тайрĕç ветерансене наградăпа чысланă май Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов, район пуçлăхĕ Анатолий Кузьмин, Вăрнарти аш-какай комбиначĕн, «Август» Фирмăн Вăрнарти филиалĕн, загс пайĕн представителĕсем.

Мăшăрсем савăнăç куççульне пытармарĕç,  хăйсене пысăк чыс тунăшăн республикăпа район ертÿçисене чĕререн тав турĕç.



09 июля 2011
00:00
Поделиться
;