Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Мĕншĕн ача çуратасшăн мар;

Пирĕн çĕршывра юлашки çулсенче демографи лару-тăрăвне лайăхлатасси пирки тăтăшах сăмах пырать. Раççей Президенчĕ таранах çак ыйтăва пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Чăн та, халĕ пирĕн çĕршыв халăх йышĕпе Совет Союзĕ вăхăтĕнчи пек мухтанаймасть. Статистика кăтартăвĕсем та çакнах çирĕплетеççĕ: вилекенсем çуралакансенчен çав-çавах нумай.

Ĕлĕкрех пирĕн асаннесемпе аннесем сак тулли ача-пăча çуратнă пулсан, халĕ вара пачах урăхла ÿкерчĕк. Çамрăк мăшăрсем пĕрре е иккĕ пепкепе çырлахаççĕ. Сăлтавĕсене пурнăçри йывăрлăхсемпе: укçа-тенкĕ тивĕçменнипе, пурăнмалли пÿрт-çурт пулманнипе, ĕç вырăнĕ тупма йывăррипе тата ытти те çыхăнтараççĕ.

Шкулта вĕреннĕ вăхăта аса илетĕп те (иртнĕ ĕмĕрĕн 80-90-мĕш çулĕсем) – классенче ачасен шучĕ 20-рен кая марччĕ. Вĕренÿ заведенийĕ тăхтавсенче кĕрлесе çеç ларатчĕ. Пĕлÿ пухнă хыççăн та урама тухсан ача-пăча шавĕ татăлман, мĕншĕн тесен кашни çемьерех 4-5-шер ача пулнă. Пĕрле выляса ÿснĕ тантăшсене халĕ те аса илетĕп.

Кил ача-пăча сассисĕр илемсĕррине кашни пĕлет. Пĕчĕк пепке хушăнни çемьене мĕн тери савăнăç, телей кÿрет. Хам та анне пулнă май çакна лайăх ăнланатăп. Кашни хĕр арăмăн çемье çавăрса  пепкене кун çути парас килет-çке, чи малтанхи тивĕçсенчен пĕри тесе шутлать.

«Хĕрĕх чĕрнеллĕ» чăваш пикисене курсан чун савăнать. Шĕкĕр Турра, вĕсен шучĕ ÿссех пырать. Мĕн тери илемлĕ вĕт вĕсем – варти ачана ÿтлентерсе кун çути паракансем!

Çав хушăрах «анне» сăмаха илтессишĕн çунманнисем те пур. Массăллă информаци хатĕрĕсем пĕлтернĕ тăрăх, Раççей хырăм пăрахакансен хисепĕпе тĕнчере малти ретре пыракан çĕршывсенчен пĕри. Ку, паллах, кăмăла самаях хуçать.

Çĕршывра кашни пиллĕкмĕш çемьене тĕрлĕ сăлтава  пула «çĕнĕ кайăк» вĕçсе килеймест. Çакна пĕр телепередачăран пĕлтĕм. Ача-пăчаллă пулайманнипе çемье арканать, хăйĕн телейне тупаймасть. Юрать-ха, наука аталанса пырать. Халĕ пепкене пробиркăра та çитĕнтерсе параççĕ. Хăй тĕллĕн «хĕрĕх чĕрнеллĕ» пулайманнисем пепкине ют çын варĕнче ÿстерме те хатĕр. Суррогат-аннесем шыраççĕ, çавăншăн юлашки укçи-тенкине кăларса пама хатĕр.

Сывă та вăй-хал енчен çирĕп хĕр арăмсем вара ача çуратма тăхтаççĕ. Тен, патшалăх енчен ытларах пулăшу парасса шанаççĕ; Демографи ыйтăвĕн çивĕчлĕхĕ çывăх вăхăтра чакасси темшĕн-çке иккĕлентерет...

 



"Çĕнтерÿ çуле"
15 июля 2011
00:00
Поделиться
;