Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çĕклентĕр, аталантăр чăваш ялĕ...

Хальхи ял сăн-сăпачĕ иртнĕ ĕмĕрхипе танлаштарсан палăрмалла улшăнчĕ. Паянхи хресчен ĕлĕкхи пек улăм витнĕ йывăç çуртра пурăнмасть ĕнтĕ. Саманапа пĕр тан утса пынă май ял çыннин хăтлă пÿрт-çурт çавăрас, хуралтăсене çĕнетес килет. Строительство материалĕсем те халĕ укçа-тенкĕ пулсан суйламалăх çителĕклĕ.

Кăткăпа танлаштарма пулать ялта пурăнакана, ирĕн-каçăн тăрмашать вăл. Выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк усрать. Хальхи саманара хăвăн çине шансан çеç ĕç малалла каять. Тар тăкмасăр, йывăрлăхсене парăнтармасăр ытлăн-çитлĕн пурăнаймăн. 

Шел пулин те, ĕç вырăнĕ тивĕçменни, хуçалăхсем арканни çамрăксене хулана хăвалать. Тăван тăрăхра тĕпленекенсем те сахал мар. Ара, хăв çуралса ÿснĕ вырăнтах тымар янине мĕн çиттĕр; Çакă пуласлăха çул уçать-çке. Районти чылай ялта çамрăксен урамĕсем йĕркеленчĕç. Пĕр-пĕринпе ăмăртмалла илемлĕрех те капмартарах çуртсем хăпартма тытăнчĕ яш-кĕрĕм. Ырă мар йăласене ăша хывмасан - ĕçкĕ-çикĕпе айкашмасан, пирус-чĕлĕме хыпмасан - хăвăн ĕмĕте палăртса вăй хурсан кирек мĕнле йывăр ĕçе те парăнтарма пулать.

Чăваш халăхĕ яланах ĕçчен пулнă. Вăл наяна персе кăмака çинче пĕç тăратса выртма хăнăхман. Паянхи кун та авă Мускаври чи пысăк стройкăсенче чăваш арçыннисем тăрăшаççĕ. Тăван тăрăхран инçете кайма тивет пулин те вĕсем пуçа усмаççĕ. Тар тăкса ĕçлесе илнĕ укçи-тенкине йăлтах стройкăна яраççĕ.

Ĕç çынна илем кÿрет тесе ахальтен каламан пулĕ ваттисем. Хамăр районтах икĕ хутлă çуртсем, коттеджсем те курăна пуçларĕç. Ĕçлет халăх, хăтлă та лайăх пурăнассишĕн тăрăшать. Чикĕ леш енче тахçанах харпăр хăй çурчĕсенче пурăнаççĕ, хваттерсене килĕштермеççĕ унта. Пирĕн çĕршывра та çавнашкал «мода» пуçланчĕ темелле-ши: хваттерсене сутса кашниех уйрăм çурт туянасшăн, хуласенчен ялалла таракансем те йышланчĕç. Чăнах та, пĕр шутласан çут çанталăкпа çывăхланни çынна ырă витĕм çеç кÿрет. Олигархсем те çакна ăнкарчĕç пулас, Тăван çĕршывăмăрăн вăрман-уйĕсене, пĕви-кÿллисене «куçларĕç». Гектарĕ-гектарĕпе çĕрсем туянма тытăнчĕç вĕт. Çĕр ыйтăвĕ халĕ нумайăшне вăрçтарать.

Çĕр-аннемĕр пурне те тăрантарать. Тар тăкса вăй хума çеç ан ÿркен. Темĕнле йывăр пулсан та паянхи ял çынни пурнăç таппинчен юлмасть. Лаша вырăнне пахча-анкартинче мотоблок «ĕрĕхет». Çава вырăнне бензокосилка йышăннă. Çăмăллансах пырать ял çыннин пурнăçĕ. Уйрăм çуртсенче хулари пек кранран шыв юхать, çăвăнмалли пÿлĕмсем, туалет та пур. Савăнса çеç пурăн.

Ура çине çирĕп тăрасшăн çунать хресчен. Маттуррисем, мал ĕмĕтлисем йывăрлăхсенчен хăрамаççĕ - çуралса ÿснĕ ялтах йăва çавăрма тăрăшаççĕ. Чăваш ĕлĕкрен çĕрпе тăранса пурăннă, малашне те çапла пултăрччĕ. Аслă асаттесен ĕмĕртен пыракан йăли-йĕркисене тăсса çутçанталăкпа килĕшÿллĕ пурăнасчĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
18 июля 2011
00:00
Поделиться
;