Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ял савать хастар çынна - асра тыт ялан çакна

Тăван кĕтесĕн ят-сумне çĕклекенсем - çутă ĕмĕтпе пурăнакан, сатурлăхпа, пуçарулăхпа палăрса тăракан, ашшĕ-амăшĕн ани-çаранне манман çынсем. Телее, вĕсем Мачамăшра сахал мар

Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетни, пахча-çимĕç ÿстерни - хушма тупăш парать, çемье бюджетне пуянлатать. Тата экологи тĕлĕшĕнчен паха продукцие хăв туса илнине мĕн çиттĕр;! Мачамăш ялĕн хапхи çывăхĕнчех сурăх кĕтĕвĕ çÿрет. «Паян ман черет-ха, - пĕлтерме васкарĕ Валентина Михайлова. - 12 сурăх усранăран 12 кун кĕтÿ пăхмалла». Валентина Николаевна кĕтÿ пăхнă хушăрах армутирен милĕксем хатĕрлеме, чăлха-нуски çыхма хевте çитерет. Ун пек маттур çынсем Мачамăшра чылай.

Яла кĕнĕçем капмар çуртсене асăрхатăн. «Кунта ĕçлеме юратакан çынсем пурăнаççĕ», - тÿрех шухăш çуралать пуçра. Галина Селивестровнăпа Борис Алексеевич Алексеевсем малтан тĕп хуламăрта ĕçлесе пурăннă. Дача та пулнă-ха вĕсен.  «Мăшăрăма тăван ен чĕнĕвĕ хытă илĕртнĕрен ĕнтĕ ултă çул каялла Мачамăшра çурт-йĕр тĕпрен çавăртăмăр. Ку вырăнта маларах çум курăк кăна ашкарнă», - терĕ Галина Селивестровна. Алексеевсем анкартинче тĕрлĕ пахча çимĕç ÿстереççĕ. Çĕр улми лаптăкĕ пысăк. Хăярĕ, помидорĕ ирĕкре те, теплицăра та çитĕнеççĕ. Йăрансенче çум курăнмасть. Продукципе хĕрĕсен çемйисене те тивĕçтереççĕ. Хĕл хырăмĕ аслă. Галина Селивестровна калаçнă хушăрах банка хыççăн банка хăяр маринадласа хупрĕ. Тăватă çулхи мăнукĕ Никита кирлĕ пахча çимĕçе кукамăшĕ валли татсах тăрать. Алексеевсем сурăхсем те, чăх-чĕп те  тытаççĕ. Галина Селивестровна - Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисткин Надежда Воюцкаян аппăшĕ. Вăл йăмăкĕпе пĕрле тăван ялне - Шĕнер Ишеке - кайсах тăрать. Тăван ен чĕнĕвĕ 40 çул хулара пурăннă Быковсене те илĕртнĕ курăнать. Вĕсем те Мачамăша таврăннă. «Ялта, симĕс тумлă тĕнче ытамĕнче, пурăнма килĕшет», - ытарлăн каларĕ Мария Быкова.

Тутар Республикинчи чăваш ялĕнче - Çармăсра - çуралса ÿснĕ Вера Орлова Мачамăшра 1965 çултанпа пурăнать. «Качча килсенех ял илемĕ, çынсен ырă кăмăлĕ, тăрăшулăхĕ  мана тыткăна илчĕ», - аса илÿ авăрне путрĕ Вера Павловна. Шел пулин те унăн мăшăрĕ çĕре кĕнĕ. Ывăлĕсем, мăнукĕсем вăй-хăват парса тăраççĕ ăна. Йывăр хуйха пусарма пилĕк тÿрлетмесĕр ĕçлет. Вера Павловна вăй хурса тăрăшнăран анкартинче тирпейлĕх, йĕркелĕх хуçаланать. Вăл ĕмĕр тăршшĕпех «Правда» хуçалăхра тимленĕ, «Ĕç ветеранĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ.

Мачамăшра 260 яхăн çын пурăнать. Вăй питти маттурсенчен ытларахăшĕ Чулхула, Мускав облаçĕсенче ĕçлет. Мĕн тăван, ĕç тупма кăткăсран мачамăшсен те çуралнă кĕтесрен аяккарах вăй хума тивет. Тен, вырăнти «Правда» хуçалăх панкрутăн тĕпсĕр çырми патне çывхарман пулсан лару-тăру урăхларах килсе тухĕччĕ. Мачамăшсем аякра ĕçлеççĕ пулсан та тăван ял çулсерен ÿссе, илемленсе пытăр тесе тимлеççĕ. Обществăлла ĕçсенчен пăрăнса юлмаççĕ, ялта пурăнакан ытти çынсем пекех пуçарулăх кăтартаççĕ.  2010 çулта тип çанталăк пуласса пĕлнĕ пекех виçĕм çул ял çыннисем пĕр тĕллевпе кар тăрса юшкăнпа тулса ларнă Тури пĕвене çĕнĕрен чавтарнă. Пĕлтĕр шыв типсе ларман. Ял халăхĕ пахча çимĕçе туллин шăварма пултарнă. Анчах та кăçалхи утă уйăхĕнче çÿпçерен тăкнă пек çумăр çунăран пĕве чуттех татăлса кайман. «Ял хастарĕсем хăвăртрах пăрăх хурас тесе каçхине хура тара ÿксе ĕçлерĕç, халĕ пĕве тĕкĕр пекех йăлтăртатса выртать», - мăнаçланчĕ ял депутачĕ Леонид Васильевич Егоров. Вăл тăван ене илемлĕ сăн кĕртессипе вăй-хала шеллемен çынсене ятран асăнчĕ: Михаилпа Дмитрий Кузьминсем, Алексей Иванов, Николай Порфирьев, Николай Михайлов, Станислав Зайцев, Александр Павлов тата ыттисем. Çывăх вăхăтра Тури пĕве пуçне çирĕплетессипе тимлеме палăртнă мачамăшсем. Тата кунта пляж тăвас ĕмĕт те пур иккен вĕсен. Ял депутачĕ каланă тăрăх, Мачамăшри тепĕр икĕ пĕвене те йĕрке кĕртмелле. 

Çăмăл мар пулин те çамрăксем çурт-йĕр çавăраççĕ. Паллах, патшалăх программисем çунатлă ĕмĕте пурнăçа кĕртме пулăшаççĕ. Тавăрса памалла мар субсидие тивĕçнĕ çамрăк çемьесенчен пĕри Еленăпа Петр Кузьминсем хăтлă çуртра 2009 çултанпа пурăнаççĕ. Ялти тепĕр çамрăк Григорий Романов та ашшĕ-амăшĕн килĕнчен уйрăлса тухасшăн. Вăл тусĕсем пулăшнипе мунча, лаç кĕçех хăпартса та пĕтерет. «Нимелле ĕçлемесен хуралтăсем çĕклеме йывăртарах пулĕччĕ», - терĕ вăл.

Ĕçрен хăраман ăста пулнă. Ял çамрăкĕн - 30 çулти Дмитрий Кузьминăн - алли ылтăн теççĕ те çакна хам куçпа курса ĕнентĕм. Вăл хăй аллипе тăват урапаллă мотоцикл та, трактор та пухнă.  «Арнольд» ятлă «хурçă учĕ» пулăшнипе кил-тĕрĕшĕнчи мĕн пур ĕçе пурнăçлать. «Эпир çĕр улми те алпа кăлармастпăр», - хĕпĕртерĕ мăшăрĕ Анастасия. Кузьминсем кăçал çĕр улми пĕлтĕрхинчен 3 хут ытларах лартнă. Ытлашши продукцие сутса çемье бюджетне пуянлатма ĕмĕтленеççĕ. 

Мачамăш тăрăх çÿренĕ май çакна çирĕплетсех калатăп: ялта пурăнакансем тасалăхшăн хытă тăрăшаççĕ. Ахăртнех, ял-йыш мĕн ĕлĕкрен «Мачамăш - капăр, илемлĕ ял çав» тенине асра тытать, йăх-несĕлĕсен ятне ямасть. Çапах та çулланнă çынсене пăшăрхантараканни те пур - çамрăксем авă хастарлăхпа палăрса тăраççĕ пулин те çемье çавăрма васкамаççĕ. «Вĕçен кайăк та, карта юпи те мăшăрлă» тесе асăрхаттараççĕ-ха хусахсене. Çамрăксем ялта тĕпленсе юлсан, çемье çавăрсан Мачамăшăн пуласлăхĕ çутă пулĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
23 июля 2011
00:00
Поделиться
;