Пӗтӗм тӗнчери хӗрарăмсен кунне уявлама тата хӗле ăсатма йышлăн пуҫтарăнчӗҫ Ярмушкари культура ҫуртне.

Ярмушка ял тăрăхӗнче пурăнакансем юрă-ташăра та маттур. Пӗтӗм тӗнчери хӗрарăмсен кунне уявлама тата хӗле ăсатма йышлăн пуҫтарăнчӗҫ Ярмушкари культура ҫуртне. Уява Ярмушка ял тăрăхӗн пуҫлăхӗ Алексей Валентинович Петров уҫрӗ хӗрарăмсен уявӗ ячӗпе саламларӗ тата хӗле ăсатса ҫуркуннене хаваслă кăмăлпа кӗтсе илме сунчӗ, уяв программипе паллаштарчӗ.
Ҫутă та илемлӗ сценă ҫине, чи ҫамрăккисем, пӗр тӗслӗ ҫӗленӗ илемлӗ кӗпесемпе тухса, аннесене саламласа концерт программине уҫрӗҫ. Ҫамрăк «артистсене» хавхалантарса, залра ларакансем, кӗвӗ ҫеммипе аллисене ҫупрӗҫ.
Ярмушкари «Шурăмпуҫ», Пуканкассинчи «Чашма» халăх фольклор ушкăнӗсем, Кивҫурт-Мăрат ялӗнчи клуба, ӗҫ ветеранӗсенчен йӗркеленнӗ «Утмăлтурат» ушкăнне ҫȳрекенсем хаваслă юрă-ташăпа, илемлӗ ҫи-пуҫпа куракансене савăнтарчӗҫ. Концерт программине ҫӗнӗ юрă-ташăпа пуянлатни уява килнисене тата та хавас кăмăл парнелерӗ.
Ярмушкари вăтам шкулта вӗренекен, хӗр ачасемпе арҫын ачасем те илемлӗ ҫӗлетнӗ чăваш кӗписем тăхăнса, вăйă картне тăрса «Ҫерем пусса вир акрăм» вăййа вылярӗҫ. Куракансен кăмăлне кайрӗҫ. Шкулта ӗҫлекен аслă вожатăй, Любовь Максимова шкул ҫулне ҫитмен ачасене юрă-ташша хăнăхтарса, илемлӗ кӗпе-тумтир ҫӗлесе парса аслисемпе пӗрле концертсене явăҫтарать. Ярмушкари культура ҫуртӗнче ӗҫлекенсемпе килӗштерсе ӗҫлесе пырса, ҫамрăк «артистсене» районта иртекен мероприятисене хутшăнтарса малти вырăнсем йышăнаҫҫӗ.
Сцена ҫинчи илемлӗ юрă-ташăпа хавхаланса ларнă вăхăтра, спорта юратакансем урамра, спорт вăййисене хутшăнчӗҫ.
Хӗвеллӗ ҫанталăк, хаваслă юрă-кӗвӗ ял халăхӗн кăмăлне ҫӗклерӗ. Калинино райповӗнчен килнӗ хӗрсем, таврана тутлă шăршă кăларса, шашлăкпа хăналарӗҫ. Вырăнти лаввкасенче те суту-илȳ пычӗ.