Чăваш йăли-йĕркипе ирттернĕ туй пурин кăмăлне те кайрĕ.

Мĕн ĕлĕкрен ҫамрăксем,
Мăшăрланса пĕрлешcе,
Ҫирĕп ҫемье ҫавăрса,
Йышлă ача ҫуратса,
Килĕштерсе пурăнса,
Ырă ят-сум хăварнă.
Ĕлĕкхи йăла-йĕркене сума суса, утă уйăхĕн 25 –мĕшĕнче, Ярмушка ялĕнче чăваш туйĕ кĕрлерĕ. Туй пуҫĕсем хăтапа-тăхлачĕсен килне кучченеҫпе кайрĕҫ. Кăштах вăхăт иртсен илемлĕ ҫи-пуҫ тăхăннă туй арăмĕсем те купăсҫăпа пĕрле ĕлĕкрен юрлакан вырăнти туй юррисене юрласа утрĕҫ. Туй ачисем те кĕвĕ ҫеммипе ташласа туй илемне кĕртрĕҫ. Купăс, параппан сассине илтсе ача-пăча та курма пыракансем йышлăн пуҫтарăнчĕҫ. Чăваш туйĕ пурин кăмăлне те кайрĕ.
Пĕр урамра ўссе, пĕрне-пĕрне килĕштерсе Аннапа Александр пĕр ҫемьене пĕрлешрĕҫ. Мăшăрсем пĕр хушамата илсе ҫĕнĕ Федоровсен ҫемьине ҫавăрчĕҫ. Эпир вĕсене вăрăм кун-ҫул, ҫирĕп сывлăх, тату пурнăҫ, йышлă ача-пăча сунатпăр.