Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Вырма - 2014

Вырма - 2014

Карл Маркс ял хуçалǎх уй-хирĕсенче вырма ĕçěсем майĕпен малаллах пыраççĕ. Çанталăк условийĕсем, тырă пиçсе çитейменни кăштах чăрмавсем кăларса тăрататççě пулин те, комайнерсем тырра васкавлǎ та тирпейлě пухса кěртес тесе тǎрǎшса ěçлеççě. Ахальтен мар ěнтě, «AGROS – 530», «AGROS – 580», «Вектор – 410» комбайнсем çинче пултаруллǎ çынсем тимлеççě. Виталий Степанов, Владимир Михайлов, Василий Николаев комабайнерсен ěç стажěсем вуншар çултан та иртнě, çавǎнпа та вěсем хǎйсен ěçне пěлсе çитнě темелле. 

  Паянхи кун тĕлне 177 га çинчен тĕш-тырă çапса тĕшĕленĕ. Вăл шутран: кĕрхи тулă – 162 га,  пăрçа  -  15 га çинчен. Çав вǎхǎтрах кěрхисем акса хǎварма çěр сухалаççě.         

 



06 августа 2014
14:01
Поделиться