Чăваш халăх юрри-ташши куракансен кăмăлне ҫӗклерӗ.

Чăваш тӗнчи, чăваш ҫӗр-шывӗ
Мӗнле илемлӗн курăнать.
Ҫырми-ҫатрийӗ, юхан шывӗ
Чуна пит ҫывăх туйăнать.
Ҫӗртме уйăхӗн 30-мӗшӗнче, Пуканкасси ялӗнчи «Чашма» фольклор халăх ушкăнне ҫўрекенсем, кȳршӗллӗ Ҫӗмӗрле районӗнчи Якуртушкăнь ялӗнче уявра пулчӗҫ. «Ял уявӗ» ирттернӗ вырăна ҫитсе ял историпе, халăх культурипе паллашрӗҫ. Вырăнти «Шанчăк» фольклор халăх ушкăнне ҫȳрекенсен юрри-ташшисене кăмăлласа пăхрӗҫ, шкул ачисен кураври алă ӗҫӗсене кăсăкланса сăнарӗҫ.
Пуканкасси ялӗнчи «Чашма» фольклор халăх ушкăнне ҫȳрекенсен чăваш халăх юрри-ташшисене уява пухăннă ҫынсем кăмăллăн йышăнчӗҫ. «Кукка» ташша ташланă хыҫҫăн пурте тăвăллăн алă ҫупса килнӗ хăнасене тав турӗҫ,
Ăшшăн кӗтсе илсе кăмăллăн ăсатрӗҫ Ҫӗмӗрлесем Вăрнарсене, техӗмлӗ шȳрпепе хăналарӗҫ, туслăх кӗперӗ малалла та тăсăласса шанса, концерт программипе килме йыхравларӗҫ.