Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ҫавра ҫулпа саламласа ăшă сăмахсем каларĕҫ.

Ҫавра ҫулпа саламласа ăшă сăмахсем каларĕҫ.

Вăрăм ҫула утса тухрăр

Ҫăмăл пулмарĕҫ ҫав кунсем.

Нушине те нумай куртăр

Хуҫаймарĕ сире  инкек. 

Хисеплĕ Изосимова Анастасия Ильиничнăна, ĕҫпе вăрҫă ветеранне, 90 ҫулхи юбилейпа Вăрнар район администрацин ял-хуҫалăхпе экологи пайĕн пуҫлăхĕ Вячеслав Анатольевич Горбунов, халăха социаллă пулăшу паракан районти пай пуҫлăхĕ Ирина Григорьевна Смолина, Ярмушка ял тăрăхĕн пуҫлăхĕ Алексей Валентинович Петров саламларĕҫ, ҫирĕп сывлăх, вăрăм кун-ҫул, канлĕ ватлăх сунчĕҫ.

Изосимова Анастасия Ильинична 1924 - мĕш ҫулхи юпа уйăхĕн 19 – мĕшĕнче Çãкаллã Явãшра ҫуралнã. Вунă ҫул вĕреннĕ пулсан та вăрҫă ҫулĕсене пула малалла вĕренес ĕмĕчĕ пурнăҫланайман. Вăрҫă вăхăтĕнче колхозра ырми-канми тăрăшнă, ҫĕнтерĕве ҫывхартма пулăшнă. 1918 –мĕш ҫулта ҫуралнă Изосимов Филимон Изосимовичпа  1947-мĕш ҫулта мăшăрланса ҫемье ҫавăрса 6 ача (2 хĕрпе, 4 ывăл) ҫуратса ўстернĕ. Ашшĕпе амăшĕ ачисене пĕчĕкренех ĕҫе явăҫтарнă, тăван колхозра ĕҫленĕ. Вăрҫăн суранĕсене пула мăшăрĕ Филимон Изосимович вăхăтсăр ҫĕре кĕнĕ. Ултă ачана ура ҫине тăратма пĕрре те ҫăмăл пулман Анастасия Ильиничнăна. Анчах та вăл пуҫа усман, яланах ĕҫре пулнă, ачисене те ĕҫе вĕрентсе ўстернĕ, хуҫалăха ҫирĕп тытса пынă.

Анастасия Ильиничнăна ывăлĕ-хĕрĕсем, мăнукĕсем чунтан хисеплесе сума сăваҫҫĕ, тăван киле килсех тăраҫҫĕ, пулăшаҫҫĕ. Лайăх ят мултан та пахарах. Ҫĕр ҫинче ырă ят хăварнинчен хаклăраххи нимĕн те ҫук. 



20 октября 2014
13:34
Поделиться