Пуканкасси ялĕнчи «Чашма» фольклор ушкăнĕ Шупашкарта иртнĕ «Иксĕлми ҫăлкуҫсем» фестивале хутшăнчĕ

Кăрлач уйăхêн 31 - мĕшĕнче Шупашкарти Трактăр тãвакансен керменêнче «Иксĕлми ҫăлкуҫсем» фестиваль иртрĕ. Ҫав уява Пуканкассинчи «Чашма» фольклор халăх ушкäнĕ те хутшăнчĕ. Авалхи «Аякран курнать, ай хăй ҫути» юрра юрларĕҫ. Ҫак юрра ĕлĕкхи вăхăтра вырăнти ҫынсем юрланă, авалхи йăла-йĕркене упраса хăварас, вĕсене ҫĕнетес тесе вырăнти культура ĕҫченĕсем Федорова Ольгăран ҫырса илнĕ, Юрăри сăмахсем инҫе ҫула тухнине, хăйă ҫути аякран курăннине, пурнăҫ йывăррине, хăнана кайсан та килтен пахи ҫуккине сăнарлаҫҫĕ. Упранса юлнä вырăнти ҫи-пуҫ, юрă кĕввине тĕрĕс юрлани уява пухăннисен кăмăлне хускатрĕ. «Чашма» ушкăнне ҫўрекенсем сцена ҫинчен кĕрсен те тăвăллăн алă ҫупрĕҫ.
«Иксĕлми ҫăлкуҫсем» регионсен хушшинчи радиоконкурса хастар хутшăннãшäн Чăваш Республикинчи Вăрнар районĕнчи «Чашма» халăх фольклор ушкãнĕ (ертўҫи Ольга Кондратьева) диплома тивĕҫнĕ.