Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Уйкас-Кипекри арҫынсем нимелле ĕҫлеҫҫĕ.

Уйкас-Кипекри арҫынсем нимелле ĕҫлеҫҫĕ.

    Уйкас-Кипек ялĕн масарĕ валли пĕлтĕр, 2014 ҫулта, ҫĕр лаптǎкне пысǎклатрĕҫ. Хĕллехи кунсенче сивĕ пулнǎран Уйкас-Кипекре пурǎнакансем ҫĕнĕ масар ҫине ҫĕнĕ пÿрт лартма килĕшрĕҫ. Ҫак ĕҫе йĕркелесе пыма Уйкас-Кипек ял старǎстине Василий Лазаревич Осипова ҫирĕплетсе хǎварчĕҫ. Ял халǎхĕ пĕр шухǎшлǎ пулса кашни хуҫалǎхран ҫĕнĕ пÿрт хǎпартма укҫа пуҫтарма йышǎнчĕ. Пухǎннǎ укҫапа пура валли йывǎҫ  туянчĕҫ. Пурана ниме йĕркипе пуралама шутларĕҫ. Василий Лазаревич Осипов, Владимир Юрьевич Смирнов, Сергей Иванович Никифоров, Алексей Иванович Шоркин, Василий Павлович Петров, Алексей Константинович Шоркин тата ытти арҫынсем хǎйсен вǎхǎтне шеллемесĕр ҫак пурана ǎсталанǎ ҫĕрте тимлĕ ĕҫлеҫҫĕ. Ҫак кунсенче пурана масар ҫинче  вырнаҫтарса лартасшǎн. Ҫывǎх вǎхǎтра тǎрǎ витсе, урай, мачча хǎмисене сарса кантǎкпа алǎк вырнаҫтарасшǎн. Пĕтĕм ĕҫе кǎҫалхи Ҫимĕк ҫитиччен вĕҫлесшĕн.



23 апреля 2015
16:28
Поделиться