Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Чи нумай вулакан

Чи нумай вулакан

Халăх вулавран писрĕ текен саманара ку хыпар чăннипех те чи савăнăçлисенчен пĕри. Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкулта вĕренекен Иван Раков кĕнекен пысăк тусĕ çеç мар, вĕсене республикăра та чи нумай вулаканни.

Çак ята 6-мĕш класс ачи Чăваш наци библиотеки ирттернĕ «Литературăллă Чăваш ен: çулталăкри чи вуланакан кĕнеке» конкурс йĕркипе çĕнсе илнĕ, Шупашкарти официаллă уявра диплома, парнене тивĕçнĕ. Иван – çав тери пултаруллă арçын ача. Вĕренÿ отличникĕ. Музыкăпа кăсăкланать, ача-пăча ÿнер шкулĕнче баян класне çÿрет. Музейри пĕр куравран та юлман. Анчах та хăйĕн тавракурăмне пуринчен ытла ÿстерекенни кĕнеке тесе шутлать вăл. Тĕрĕсех палăртать: кĕнеке – пĕлÿ çăлкуçĕ.

Асăннă конкурса кĕнекене халăхра анлă сарассипе районти тĕп библиотека та хастар хутшăнать. Çакăншăн вăл хальхинче «Конкурса йĕркелес енĕпе ĕçлекен чи лайăх библиотека» номинацире иккĕмĕш вырăн йышăннă

 



29 апреля 2015
15:56
Поделиться