Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Кашни ĕнерен - 15 килограмм

Кашни ĕнерен - 15 килограмм

Вăй хурса ĕçлемесĕр тупăш илейместĕн. Выльăх-чĕрлĕх йышлă усрамасăр   хуçалăха малалла аталантарма йывăр. Çавăнпа Карл Маркс ячĕллĕ ял хуçалăх кооперативĕ выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе тимлесе ĕçлет. Паянхи куна хуçалăхра   907 пуç мăйракаллă шултра выльăх шутланать, вĕсенчен 295 пуç сăвакан ĕнесем.  Кăçалхи çула,  Çавалкассем  выльăх-чĕрлĕх отрасльне илес пулсан, пĕрремĕш çул тăкаксăр тухма пултарчĕç. Паянхи куна  кашни ĕнерен  5325  кг. сĕт суса илеççĕ, иртнĕ çулхипе танлаштарсан  106,4%   пысăкрах. Çакăн пек кăтартусем ĕçе тĕрĕс йĕркеленирен те, выльăх апатне  çителĕклĕ хатĕрленинчен те килет ĕнтĕ. Çуллахи вăхăтра хуçалăх  7228 ц. силос, 36360ц. сенаж, 3930 ц. утă хатĕрлесе хăварнă.

  Лайăх çанталăк тăнине кура, Александр Григорьев, Виталий Степанов, Сергей Степанов трактористсем уйри утăна ферма çывăхнерех туртса килессипе тимлеççĕ. Эдуард Абрамов тата Иван Григорьев выльăхсене кун йĕркине пăхăнса тăрантараççĕ, апата лайăхрах хатĕрлесе парассишĕн тăрăшаççĕ.



11 февраля 2016
15:49
Поделиться