Ярмушка ялĕнче «Йĕлтĕр йĕрĕ-2016» ăмăрту 10-мĕш хут иртрĕ

Нарӑс уйӑхĕн 22- мĕшĕнче, Хĕрлĕ ҫӑлтӑр орден кавалерне, 1-мĕш степеньлĕ Отечествӑлла вӑрҫӑ участникне Артем Яковлевич Яковлева халаланнӑ «Йĕлтĕр йĕрĕ-2016» 10 –мĕш хутчен пулса иртнĕ ӑмӑрура халӑх нумайăн пуҫтарӑнчĕ. Курма килекенсем анчах мар, ӑмӑртӑва хутшӑнакансем те йышлӑ. Кӱршĕ ялсенчен, районсенчен, Шупашкарти, Каҫал тăрăхĕнчи спортсменсем те хутшӑнчĕҫ ӑмӑртӑва. Ҫак кун йĕлтĕр йерĕ ҫине, кӑмӑл тӑвакансем, ҫичĕ ҫултан пуҫласа ҫитмĕл теҫеткерен иртни те хаваспах тӑчĕ. Ҫулран ҫулах ирттерекен ӑмӑртӑва хутшӑнакансен йышĕ ӱссех пырать.
Илемлĕ хĕл кунĕ, ҫутҫанталӑк ҫуркунне енне сулӑнни сисĕнет. Сар хĕвелĕ пĕлĕт айне пытанать пулин те, хӱшӑран вӑл тавралӑха хӑйĕн шевлипе ҫутатать, кӑмӑла уҫать. Хĕвел анӑҫĕнчен вĕрекен вӑркӑш ҫилĕ те хавас кӑмӑл кӱрет.
Тӑвайккинче вĕтĕр-шакӑр ҫуйхашать. Пĕрне-пĕри тĕрткелесе вĕсем кӑпӑшка юр ӑшӑнче упаленеҫҫĕ. Коляска ӑшӑнче канлĕн ҫывӑракан пепке те пур. Ӑна ҫамрӑк амӑшĕ ачаранах спортпа туслӑ ӱстĕр тесе илсе тухнӑ ĕнтĕ уява. Аслӑрах ҫулсенчи ҫынсем те килнĕ. Пурте кӑмӑллӑ. Ҫакӑн евĕр уявсене ирттерекенсене тав сӑмахĕсем калаҫҫĕ. Спортпа туслӑ ҫемьере ачасем те таса-сывӑ, ҫирĕп сывлӑхлӑ ӱсеҫҫĕ.