Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Пурте – чемпионсем

Шупашкарта кире пуканĕ йăтассипе иртнĕ чемпионата Вăрнар спортсменĕсем шăпах çапла вĕçленĕ, тăваттăн тан çĕнтерÿ пьедесталĕн чи çÿллĕ пусми çине хăпарнă. Чемпионсем – Кÿстÿмĕр каччи, спорт мастерĕн кандидачĕ Алик Волков, Вăрнарти 1-мĕш шкулта 11-мĕш класра вĕренекен Катя Лукина, Шĕнер Ишек каччи, Калининăри шкулта вĕренекен Олег Леонтьев тата Тимĕрçкасси каччи, ял хуçалăх техникумĕн студенчĕ Александр Николаев.

Çамрăксем турнирта хăйсен унчченхи результачĕсене самаях çĕнетнĕ. Вăрнар спортсменĕсен ăнăçлă хатĕрленĕвне судьясем те ырласа палăртнă.

Чаплă результатпа хĕрпе каччăсем тренерсене, ашшĕ-амăшне хытах савăнтарнă.

Вăрнарта йывăр атлетика енĕпе Чăваш ен чемпионачĕ иртнĕ. Хамăр районтан унта улттăн хутшăннă. Андрей Алексеев 105 килограмчченхи виçе категорийĕнче иккĕмĕш вырăн йышăннă.



"Çĕнтерÿ çуле"
27 февраля 2016
10:57
Поделиться
;