Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Янраттарсах тăтăр Лиана лирики

Вулакансем мана Чăваш çĕршывĕнчен аякра пурăнакан çын вырăнне ан хуччĕрех, мĕншĕн тесен эпĕ Лиана Григорьева сăвăç Вăрнар тăрăхĕнче çуралса ÿснине, 2016 çула кĕнĕ-кĕменех Шупашкарта хăйĕн пĕрремĕш кĕнекине кун çути кăтартма пултарнине пуçласа илтнĕ хыççăн алла калем тытас терĕм.

Хам питĕ лайăх пĕлекен Петр Константинович Михайлов тăрăшнипе Йĕпреçе çак хĕрарăмăн «Таймапуç сире, атте-анне...» ят панă, авторĕ ăшă сăмахсем çырса мана халалланă кĕнекине çитерчĕç. Пĕрре ларсах вуласа тухрăм ăна. Лиана Григорьева хăй Ярмушка ял тăрăхĕн администрацийĕнче 16 çул ытла аслă специалистра ĕçленине пĕлсен, тĕлĕнтĕм те. Ара, поэзипе туслашнă çын кил хуçи хĕрарăмĕ кăна мар, ентешĕсен çĕр-çĕр ыйтăвне вăраха ямасăр татса пама хутшăнакан тÿре те-çке.

Ăçта шырамалла-ха халăх шанăçне пĕр улшăнмасăр çавăн чухлĕ çул чыслăн пурнăçласа пыракан çынра пултарулăх таппи çăлкуçĕ пек иксĕлми вăй илсе тăнине. Пуканкасси ялĕн хĕвелтухăç енĕпе тăсăлакан Чашма çырми тĕпĕнчи шăнкăр-шăнкăр кĕвĕллĕ çăлра-и, е çутçанталăкăн çывăх тусĕ пулнă, хăйĕн ĕмĕрĕнче çырмасен хĕррипе нумай-нумай йывăç лартса хăварнă Юркка мучи йăмрисен килĕшÿллĕн юхакан шавĕнче. Ыйтусен тĕрĕс хуравне уçăмлăн параймасассăн та çакна каласа хăвармаллах пуль: хĕрарăм-сăвăçа тăван тавралăхăн илĕртÿллĕ илемĕ те, çĕр-аннемĕр пулăхне хушса пырассишĕн ырми-канми вăй хуракансен сăнарĕсем те хавхалану парса тăнах ĕнтĕ. Лиана Григорьевашăн «атте-анне» ăнлав _ хăйне сăпкара сиктерсе ÿстернĕ Кивĕ Шуртанла инке, кин пулса кĕнĕ Пуканкасси хутлăхĕпе кăна чикĕленмест, вăл унран чылай пысăкрах та анлăрах. Кунашкал шухăша хут çине ÿкертĕмĕр-тĕк, эпĕ кунта тата çакна та каласа хăварма хăюлăх çитересшĕн: Лианăра поэзи хĕлхемĕ ялкăшса çуннин вăрттăнлăхĕсене Канаш тăрăхĕнчи Пукăртан ялĕнче çуралса ÿснĕ амăшĕнче, Фаина Николаевнăра та шырамалла мар-ши. Асăннă ял тăван литературăна чăвашсен паллă сăвăç-сатирикне Трофим Иванович Иванов-Таçука, Валерий Алексеев журналист-публициста (вăл Чăваш кĕнеке издательствин тĕп редакторĕнче ĕçлет), Нил Скворцов сăвăçпа Виталий Захаров писателе панă. Валерий Алексеев темиçе çул каялла Пукăртанта çуралнă сăвăçсен (30 ытла) хайлавĕсене уйрăм кĕнекен пичетлесе кăларнăччĕ. Фаина Николаевнăн Кив Шуртанта сасă панă хĕрĕ аллине, тем тесессĕн те, çепĕç кĕвĕсем кăларма ăнсăртран тытманах хăйĕн лирине. Ăна тытнă пулсан, пушă вырттармалла мар, янраттарсах тăмалла. Унсăрăн лира тусанпа хупланма, хĕлĕхĕсем пушанса кайма пултараççĕ. Хивре карăнтарнă хĕлĕх кăна килĕшÿллĕ те киленÿллĕ кĕвĕ кăларать...

«Таймапуç сире, атте-анне...» кĕнекене кĕртнĕ пур сăвва та чăркăш-тиркевлĕ куçпа пăхса хакласшăн мар эпĕ. Автор пикенсех шырава тухни, чĕрине тек-текех канăçсăрлантарни, поэзи тертлĕ те асаплă ĕç пулнине ăнланни, хăй халĕччен мĕн тунине çырлахманни лайăх сисĕнет сăвăсенче. Тарăн та уçăмлă шухăшсем каласшăн вăл, анчах çакна та палăртмасăр иртмĕпĕр, хальлĕхе Лиана Григорьевăн пурте ăнăçуллă пулса тухать теме иртерех. Тĕллĕн-тĕллĕн сăвăсем пĕрешкел виçе чиккине пăхăнмаççĕ, ейĕве сарăлнă юханшыва аса илтерсе, «çыранран» тухсах каяççĕ. Анчах та ку пулăм поэзире хăйсен сассисене тупассишĕн кунне-çĕрне пĕлмесĕр тăрăшакансене яланлăхах çыпăçмасть. Лиана Григорьева пурăна-киле çав «чиртен» хăтăласса шанса тăратăп. Çакна вăл кĕнекене уçакан «Вĕрен эс, хĕрĕм, пурнăç уттипе утма» сăвăра та туллин палăртать. «Ăспа кирек епле ĕçе тытсан та, ăслай пулсан, пур ĕç те ăнăçать», _ тет вăл. Кунта хушша кĕрсе ăнлантару пани кирлĕ мар. Кĕнекере хама уйрăмах килĕшнĕ сăвăсенчен «Эп хама телейлисен ретне çыратăп», «Анне пур чух çынсем пурте телейлĕ», «Тĕнче пĕтет тесе халь калаçаççĕ», «Юрататăп сана, тăван енĕм», «Ăшăм вăркать, чĕрем çунать», «Киленсе утса пыратăп», «Ирĕклĕн вĕçет çÿлте пĕр кайăк», «Никама та эпĕ ăмсанмастăп», «Çеçпĕлпе юнашар пĕр ялта эп çуралнă» (тен, вăл поэзипе туслин пĕр вăрттăнлăхĕ шăпах çакă), «Ачалăхра куккук сасси хаваслăрахчĕ», «Мĕн-ма-ши пурнăç хăш чухне пит шелсĕр...», «Эрех вăл _ вăхăт ăшпусармăшĕ...», «Пĕр чĕлхе тупманшăн ывăлпа», «,мĕрĕ ун пит кĕске», «Ирпе тăрсан куçа уçсан», «Пĕлĕтсем, пĕлĕтсем ма шăваççĕ», «Куккук, куккук, мĕн-ма эс авăтатăн...», «Пĕлĕтсем, пĕлĕтсем, пĕлĕтсем...», «Чашма çийĕн шурăмпуç» хайлавсене асăннă пулăттăм.      

Кĕнекере Ярмушкапа Пуканкасси тăрăхне симĕслетессишĕн тÿпе хывнă канăçсăр çынсене тав туса çырнă сăвăсем те пур. Вĕсен хушшинче «Гвардеец» колхоза Евсей Воробьев ертсе пынă çулсенче лартса хăварнă хыр вăрманĕ çинчен çырни чылай ăнăçуллăрах пулса тухнă.

Пĕтĕмĕшле илсен, Лиана Григорьева пĕрремĕш «икерчне» хулăм пĕçерсе кăларман. /лĕмрен вăл тата та çине тăрарах, çанă тавăрарах ĕçлессе шанатпăр. «Таймапуç сире, атте-анне...» кĕнекене Вăрнар тăрăхĕнчи вулавăшсенче сÿтсе явсан, çав тĕлпулусене сăвăçа хăйне чĕнсен аван пулмалла.

Çак йĕркесен авторĕн хăйĕн те Лиана Григорьева çуралса ÿснĕ Кив Шуртанта тăванĕсем пур: манăн аттепе анне иккĕшĕ те çав ялтан Канаш тăрăхĕнчи Çĕнĕ Шуртана, Пукăртантан виçĕ çухрăмра ларакан яла, куçса пырса тĕпленнĕ. Пирĕн хушăри тăванла çыхăнусен вĕçĕ ан пултăрччĕ, хаклă та çывăх Лиана йăмăкăм.

Геннадий КУЗНЕЦОВ.



"Çĕнтерÿ çуле"
16 марта 2016
14:05
Поделиться
;