Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Вăрнарсен туслăх кĕперĕ

Вăрнарсен туслăх кĕперĕ

Уяв яланхи пекех ентешлĕхĕн гимнне пурте ура çине тăрса юрланипе пуçланчĕ. Юрă-ташă ăстисем хăйсен пултарулăхне кăтартнă май экран çинче вăрнарсен паллă çыннисен, ĕç паттăрĕсен, культурăпа çутлăх ĕçченĕсен, кунтан тухнă чаплă çар çыннисен сăнÿкерчĕкĕсем ылмашăнса тăчĕç.

Хăйне евĕрлĕ, пĕр кăкран çĕкленекен «Туслăх йывăçне» Чăваш наци конгресĕн пуçлăхĕ Николай Угаслов пуçарăвĕпе вунă район ентешлĕхĕсене ертсе пыракансем алă çине алă хурса илем кÿчĕç, юлташлăха, чăвашлăха малашне те пĕрле çирĕп тытса пыма тупа турĕç. Вăрнарсен «Туслăх» ентешлĕхĕн çулталăкри ĕçĕ-хĕлĕ çинчен унăн ертÿçи Андрей Суварин каласа кăтартрĕ, çамрăксене ĕçе хăнăхтарас, вĕсен культурине ÿстерес, спорта явăçтарас, ватăсене пулăшас енĕпе мĕн-мĕн туса ирттернине пĕлтерчĕ. Ентешлĕх ертÿçи хăйĕн пуçаруллă ĕçĕшĕн Чăваш наци конгресĕн Хисеп хутне илме тивĕçрĕ. Вăрнарсен «Туслăх» ентешлĕхне пуçарса янă Леонид Тянгова ура çине тăрса асăнчĕç, çав вăхăтра унăн çитес ăрусене халалласа çырнă чуна пырса тивекен сăвви янăрарĕ. Унта вăл район халăхĕпе республика тĕп хулинче пурăнакан ентешĕсене  ытарлăн икĕ çунатпа танлаштарнă. «Туслăхра, пĕрлĕхре – вăй, кайăксем те икĕ çуначĕпе хăватлă, телейлĕ тата илемлĕ», – тетчĕ Леонид Яковлевич, çавăнпа та вăл каланă-çырса хăварнă сăмахсем паян кун та унăн ырă та сăпайлă сăнарне упраса пурăнаççĕ. Ентешлĕхе тĕрлĕ çулсенче ертсе пынă Юрий Павлова, Николай Кириллова, Сергей Васильева, Владимир Федорова зала пухăннă халăх сцена çине хăпартсах тав турĕ.

Вăрнар район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев ялпа хула хушшинчи çыхăнусене аталантарма пулăшнăшăн ентешлĕхĕн хастарĕсене тав турĕ, район çитĕнĕвĕсем çинче чарăнса тăчĕ. Вăрнарсем ял хуçалăхĕнчи кăтартусем тăрăх та, промышленность утăмĕсем енĕпе те республикăра малтисен ретĕнче.

Ентешлĕх кашни çулах литература анинче палăрнисене Иван Ивник премине парса чыслать. Кăçалхи лауреат – Вăрнар районĕнчи «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçатăн тĕп редакторĕ Вячеслав Николаев. Хаçат çумĕнчи литература пĕрлешĕвĕ чылай çамрăка писательсемпе поэтсен ретне тăма çул уçса панă. Хаçата хулари ентешсем те хаваспах çырăнса илеççĕ, тăван район хыпарĕсемпе вăхăтра паллашаççĕ.

Районтан тухнă артистсемпе культура ĕçченĕсем – чăваш халăх артистки Людмила Семенова, тĕрлĕрен хисеплĕ ятсене тивĕçнĕ Анатолийпе Надежда Никитинсем, Александр Арсентьев, Галина Скворцова, Ольга Ухтерикова, Клара Осокина, Родион Петров тата ыттисем, Вăрнарти районти культура çурчĕн маттур коллективĕ, ялсенчен килнĕ фольклор ушкăнĕсем халăха чылай савăнтарчĕç. Савăнăçлă каçа Владимир Тимофеевпа Ольга Ухтерикова пысăк профессионаллă шайра ертсе пычĕç. Сцена ăстисенчен нихăшĕ те ентешлĕх парнисĕр  юлмарĕ, уйрăмах хĕрарăм артистсене пурçăн тутăр çыхса яни, арçынсене сехетсем парса чыслани уява илем кÿчĕ. Спорт ăмăртăвĕсенче çĕнтернисем те парнесем илме тивĕçрĕç. 

Ентешлĕх «Уяври чи хастар та курăмлă ял поселенийĕ» конкурсра çĕрпелсем мала тухнине палăртрĕ, «Уяври чи тараватлă ял поселенийĕ» кубока ярмушкасем çĕнсе илчĕç, иккĕмĕш вырăнта – каллех çĕрпелсем.

Валерий КОШКИН.

С.ЧИКМЯКОВА сăнÿкерчĕкĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
30 марта 2016
14:10
Поделиться
;