Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Чаплăрах ирттермелле!

Аслă Çĕнтерÿ кунĕччен вăхăт нумай юлмарĕ. «Кăçал ăна ытти çулхисенчен чаплăрах ирттермелле!» – асăрхаттарчĕ район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, кадрсен, йĕркелÿ тата юридици службин пайĕн пуçлăхĕ Андрей Матвеев уява хатĕрленессипе пуçтарăннă йĕркелÿ комитечĕн ларăвĕнче.

Пĕрлехи канашлу, тĕпрен илсен, Çĕнтерÿ митингне чаплăх, патриотлăх ытларах кĕртесси енĕпе пычĕ. «Кадет класĕсене, шкул ачисене йышлăрах явăçтармалла», – сĕнчĕ ЧР çар комиссариачĕн Йĕпреç тата Вăрнар районĕсенчи пай пуçлăхĕ Владимир Венедиктов иртнĕ çулсенчи хăш-пĕр çитменлĕхсене палăртса.

Вăрçă вут-çулăмне чăнласах кĕнисем районта шутлă кăна юлнă. Çавăнпа та оргкомитет вĕсене тимлĕхпе ытларах тивĕçтермеллине, хăйсене хисеп тунине туйтармаллине çирĕплетрĕ.

Музей директорĕ Елена Шарипова «Вилĕмсĕр полкăн» пĕрлехи колоннине йĕркелеме сĕнни тĕрĕс. Унта хутшăнас текенсене пĕлме: Антон Сергеев уйрăм предприниматель ун валли А-4 форматлă сăнÿкерчĕксене тÿлевсĕрех пичетлесе парать. Реставраци тăвас пулсан çеç кăшт тÿлемелле. Анчах та «ZOOM» фотоцентра (К.Маркс ур., 49-мĕш çурт, Ленин ур., 52-мĕш çурт) сăнÿкерчĕксене апрель вĕçĕччен тăратмалла.

Андрей Матвеев Çĕнтерÿ кунĕпе çыхăннă мероприятисен планне хальтерех, интереслĕрех, патриотизм туйăмĕллĕрех хатĕрлеме асăрхаттарчĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА.



"Çĕнтерÿ çуле"
02 апреля 2016
14:10
Поделиться
;