Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

«Туслăх хĕлхемĕ» фестиваль иртрĕ

«Туслăх хĕлхемĕ» фестиваль иртрĕ

Вăрнарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 1-мĕш вăтам шкулта ака уйăхĕн 8-мĕшĕнче «Туслăх хĕлхемĕ» фестиваль иртрĕ. Наци фестивальне хутшăнакансен йышĕ çулсерен ÿссех пырать. Унта район шкулĕсенче вĕренекен маттур шкул ачисем пухăнчĕç.

Фестиваль программи темиçе пайран тăрать — унта хутшăнакансен темиçе тĕрлĕ конкурс витĕр тухма тиврĕ: сутмалли юмахсен хуравĕсене тупмалла, чăвашла пĕлнине кăтартмалла, республикăри паллă çынсем çинчен лайăх пĕлмелле. Унсăр пуçне пултарулăх конкурсĕсем те пур: паллă классиксен сăввисене вуласа парасси, юрласа е ташласа парасси, е харпăр хăй çырнă сăвăпа паллаштарасси. Пилĕк конкурс витĕр тухнă чи маттур ачасен вара республикăра хамăр район чысне хÿтĕлемелле.

Хăшĕсен пултарулăхне пăхатăн та ним иккеленмесĕр чăн-чăн артист çитĕннине палăртма пулать — юрлама та, ташлама та, сăвă калама та ăста вĕсем. Вырăс шкулĕнче вĕренеççĕ пулин те чăвашла тап-таса калаçаççĕ. Жюри членĕсем палăртнă тăрăх «Туслăх хĕлхемĕнче» çак ачасем мала тухрĕç:

Вырăс шкулĕн программипе ĕçлекен шкулсем:

1-мĕш вырăн - Ермошкина А.(Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкул, вĕрентекенĕ Христофорова Э.А.),

2-мĕш вырăн - Александрова А. (Калининăри вăтам шкул, вĕрентекенĕ Яшнова А.В.),

3-мĕш вырăн - Семенова Е. (Вăрнарти 1- мĕш вăтам шкул, вĕрентекенĕ Кириллова Н.В.).

 

Чăваш шкулĕн программипе ĕçлекен шкулсем:

1-мĕш вырăн - Филиппова С. (Туçи Çармăсри тĕп шкул, вĕрентекенĕ Маркова О.В.)

2-мĕш вырăн - Миронова О. (Туçи Мăратри тĕп шкул, вĕрентекенĕ Миронова Л.В.)

3-мĕш вырăн - Трофимова Е. (Кÿстÿмĕрти вăтам шкул, вĕрентекенĕ Одинцова Л.С.)

 

«Шевле» конкурса хутшăнакансем:

1-мĕш вырăн - Ефимова Е. (Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкул, вĕрентекенĕ Сергеева Л.Г.),

2-мĕш вырăн - Никифорова В.(Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкул, вĕрентекенĕ Сергеева Л.Г.),

3-мĕш вырăн - Григорьева О. (Калининăри вăтам шкул, вĕрентекенĕ Морякова А.В.).

 

Вĕрентÿ пайĕн методкабинет ертÿçи Елена Карпова фестивале хутшăннă кашни ачана тата вĕсен вĕрентекенĕсене тав сăмахĕ каларĕ. «Туслăх хĕлхемĕ» фестиваль пуриншĕн те чăн-чăн уяв пулчĕ.

 

 

 



08 апреля 2016
16:23
Поделиться