Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Мускавра

Эпир, Вăрнарти 2-мĕш шкулта вĕренекенсем, акăлчан чĕлхин учителĕ Мира Николаевна Агилова ертсе пынипе Мускава çитрĕмĕр. Çулçÿреве йĕркелекенĕ – республикăри «Спектрум» лингвистика центрĕ. Пĕрлехи ушкăнра Етĕрнери 1-мĕш гимнази тата Шупашкарти 54-мĕш шкул ачисем те пулчĕç.

Экскурси программи кăсăклă та интереслĕ. Пĕрремĕш кунне Останкино площадĕнче, ВДНХри Москвариумра пултăмăр. Иккĕмĕш кунне Пуçтайăм тăвĕнче, Çĕнтерÿ паркĕнче, Георгий Çĕнтерÿçĕ храмĕнче, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин музейĕнче пулни кăмăла çĕклерĕ, чылайлăха астумалли самантсемпе тулчĕ.

Çак кунах эпир зоопарка тата планетарие çитрĕмĕр, чылай çĕннине пĕлтĕмĕр.

Виççĕмĕш кунхи çÿревре Хĕрлĕ площадьпе, Кремльпе, Ленин мавзолейĕпе паллашрăмăр, Христос Çăлавçă храмĕнче апатлантăмăр, Третьяков галерейинчи картинăсене пăхса килентĕмĕр.

Коломенское усадьбăра пулни мĕн чухлĕ туйăм çуратрĕ! Алексей Михайлович керменĕ патĕнчен Панулми сачĕ, Мускав шывĕн çыранĕ, Жужа шывĕ çинчи шыв арманĕ, йывăç зодчествин музейĕ урлă Патша урамĕ таран киленсе çÿрерĕмĕр.

Çакăн пек асра юлмалла, вĕрентÿллĕ çулçÿревшĕн юратнă учителе – Мира Николаевна Агилована – пысăк тав.

Вăрнарти 2-мĕш шкулта вĕренекенсем.  



"Çĕнтерÿ çуле"
09 апреля 2016
15:25
Поделиться
;