Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Уй-хирте

Кĕр тыррисене апатлантарассипе виçĕ хуçалăхра тăрăшаççĕ. Ака уйăхĕн 19-мĕшĕ тĕлне ĕç кăтартăвĕ «Санары» агрофирмăн – 57 гектар, «Мураты» кооперативăн – 20, Вăрнарти аш-какай комбиначĕн – 15 гектар.

Уй-хирте йĕпе-сапа тăнăран ытти аграрлă предприятире хальлĕхе кĕрхисене апатлантарма тухайман-ха.

Кăçал ял хуçалăх организацийĕсен «иккĕмĕш çăкăр» 561 гектар лартмалла. Çак ĕçе пурнăçлама 1716 тонна вăрлăх хывнă.

Аграрлă предприятисенче çĕр улми 940 тонна суйланă, вăрлăха сăмсалантарма кăларассипе те тимлесех ĕçлеççĕ. «Санары», «Янгорчино», «Агрохмель», «Знамя» хуçалăхсем хастар. Асăннă организацисем «иккĕмĕш çăкăр» вăрлăхне 320 тонна яровизацилеме хунă.

Е.ПОРФИРЬЕВА.



"Çĕнтерÿ çуле"
20 апреля 2016
13:18
Поделиться
;