Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Пĕлмелли нумай

Туçи Мăратри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулти кĕçĕн класра вĕренекенсем Вăрнарти историпе краеведени музейĕнче пулчĕç. Елена Ивановна Шарипова директор ачасене Вăрнар мĕнле пуçланса кайнине, чĕрчун тĕнчи тата авалхи несĕлĕмĕрсен ĕç хатĕрĕсемпе тумĕсем çинчен тĕлĕнмелле чаплă каласа кăтартрĕ. Ачасем çăм арласа, арçын ачасем ĕлĕкхи пăрапа ĕçлесе пăхрĕç. Экскурсирен тулли кăмăлпа тухрĕç. Унтан çулçÿрев Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕн музейĕнче тăсăлчĕ. Ачасене завод пуçламăшĕ тата ĕçĕ-хĕлĕ, паянхи сăн-сăпачĕ çинчен Галина Николаевна Приезжева каласа ăнлантарчĕ. Ĕç династийĕсемпе паллаштарчĕ. Завод çĕнсе илнĕ кубоксемпе медальсем ачасене чылайччен тыткăнларĕç.

Малалла экскурси Калининăри вăтам шкулта тăсăлчĕ. Техĕмлĕ апат çинĕ хыççăн шашка-шахмат вăййинче ăс-тăна тĕрĕслерĕç. Ун хыççăн футболла вылярĕç. Ку енĕпе калининăсем ăстарах пулчĕç. 

Тулли кăмăлпа, савăк йăл кулăпа таврăнчĕç ачасем. «Пĕлмелли чăнах та нумай», – çапла пĕтĕмлетÿ турĕ кашниех.

Лия УГЛОВА.



"Çĕнтерÿ çуле"
01 июня 2016
14:13
Поделиться
;