Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Чи кирли – ачасен телейĕ

Юнкун, Ачасене хÿтĕлемелли Пĕтĕм тĕнчери кун, кĕçĕннисем уйрăмах пысăк тимлĕхре пулчĕç. Районта çак кун кашни ял поселенийĕнче тĕрлĕ акцисем, кану каçĕсем йĕркелерĕç

Уйкас Кипекре акă «Ачасем çĕр çинче хуçа пулсан» вăйă программи, Енĕшре асфальт çинче мелпа ÿкерес енĕпе конкурс, Ярмушкара хаваслă стартсем, Кÿстÿмĕрте эстафета иртнĕ.

«Август» Фирмăн Вăрнарти филиалĕ çумĕнчи çамрăк ĕçченсен Канашĕ вара уяв умĕн «Ачасене – пулăшу» акци пуçарнă. Пĕр уйăх вĕсем йышлă, тупăш сахал илекен çемьесенчи, пурнăçăн йывăр условийĕсене лекнĕ ачасем валли пылак çимĕçсем, теттесем, канцеляри таварĕсем пуçтарнă. Юнкун вĕсем поселокри ача сачĕсене те çитнĕ, кĕнекесем парнеленĕ. Çĕмĕрлери «Елочка» ача-пăча çуртĕнче те пулнă – тăлăха юлнă хĕрачасемпе арçын ачасене савăнтарнă.

Вăрнарти тĕп площадьре вара районти культура çурчĕн ĕçченĕсем тăрăшнипе кĕçĕннисемшĕн нумайлăха асра юлмалăх уяв иртрĕ. Марина Самарова, Татьяна Степанова, Галя Егорова, Марина Григорьева ачасене тĕрлĕ вăйăсемпе, шÿтсемпе, конкурссемпе тыткăнларĕç, мĕн тери пысăк савăнăç парнелерĕç. Уява районти культура çурчĕн, ача-пăча пултарулăх çурчĕн, ÿнер шкулĕн, Калининăри «Светлячок» ача сачĕн ушкăнĕсем юрă-ташăпа илемлетрĕç.

Сакăр çемьене вара çак кун савăнăçлă пулăм çитрĕ. Вăрнар хула поселенийĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Владимиров вĕсене тÿлевсĕр çĕр лаптăкне тивĕçнине ĕнентерекен свидетельствăсем парнелерĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА.



"Çĕнтерÿ çуле"
04 июня 2016
15:28
Поделиться
;