Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Тăватă тĕсре – пĕрремĕш

Тăватă тĕсре – пĕрремĕш

Республикăри çуллахи ял спорт вăййисем Вăрнар спортсменĕсемшĕн ăнăçлă иртнĕ. Пĕтĕмĕшле зачетра вĕсем кăçал иккĕмĕш вырăн йышăннă

Пирĕн ентешсем – пĕтĕмпе 39-ăн – ял вăййисен программине кĕртнĕ вунă тĕсĕпе кăна ăмăртнă пулин те çав тери лайăх результатсем кăтартнă.

Ăшă сăмаха чи малтанах волейболисткăсене халалламалла пулĕ. Юлашки вăхăтра район хĕрĕсен пĕрлештерĕ команди темиçе турнирта та кăтартуллă вылять. Марина Паймулкина, Мария Мефодьева, Настя Кириллова, Катя Маркова, Катя Кудрявцева, Аксения Иванова, Анна Григорьева тата Катя Лукина хальхинче те район ятне çÿле çĕкленĕ – пур командăна та çĕнтернĕ.

Ку ăмăртура утă çулассипе темиçе çул ĕнтĕ Галина Павловапа Александр Политова çитекен çук. Хальхинче те пĕрремĕш вырăн – вĕсен аллинче!

Полиатлонра та пĕрремĕш. Командăра – Ершепуç çамрăкĕсем: Святослав Саярков, Люда Одинцова, Сергей Политов, Диана Политова.

Мăньял Хапăсри Надеждăпа Юрий Тикиневсен çемйипе те мухтанмалла. Валентина хĕрĕпе вĕсем çуллахи ял спорт вăййисенче пĕрремĕш пулнă-çке! Вĕсем сĕтелçи теннисра, шашкăлла выляссипе, дартсра тата çăмăл атлетикăра тупăшнă.

Хапăс салине сĕтелçи теннис тĕсĕнче çĕклекен спортсменсем ку ăмăртура та хăйсен ăсталăхне тивĕçлипе кăтартнă. Дима Ергаев, Николай Есенцев, Люда Канькина тата Катя Григорьева турнир таблицин иккĕмĕш йĕркине йышăннă.

Вăрманкас ял ăтрăхĕнчи Эльвира Чугуновапа Владимир Тикинев та маттур. Механизаторсен конкурсĕнче вĕсем иккĕмĕш вырăна тухнă.

Доярсен тупăшăвĕнче, канат туртассипе, армспортра вăрнарсем пиллĕкмĕш вырăнсене йышăннă.

Ял вăййисене мĕнпур районти 800 ытла спортсмен хутшăннă.

Светлана ЧИКМЯКОВА.



"Çĕнтерÿ çуле"
08 июня 2016
14:10
Поделиться
;