Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Катя – бронза призер

Катя – бронза призер

Тунтикун Шупашкарта çăмăл атлетика енĕпе старт илнĕ Раççей чемпионачĕ çĕршыври чи вăйлă спортсменсене пуçтарчĕ.

Ăна чыслăн уçнă май, Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев (унта ВФЛА президенчĕ Дмитрий Шляхтин, çăмăл атлетика енĕпе Раççейĕн пĕрлештернĕ командин тĕп тренерĕ Юрий Борзаковский хутшăннă) Раççей спорт министерствине тата Пĕтĕм Раççейри çăмăл атлетика федерацине сумлă ăмăртăва черетлĕ хутчен Шупашкарта ирттерме шаннăшăн тав тунă.

Чăваш ен чысне Раççей чемпионатĕнче 38 спортсмен хÿтĕленине пĕлтернĕччĕ. Палăртма кăмăллă: вăл йышра Вăрнар район хĕрĕ – Çĕрпелте çуралса ÿснĕ Катя Ишова (Горбунова) та пур. Ăмăртăвăн пĕрремĕш кунĕнчех вăл 5000 метрлă дистанцие виççĕмĕш результатпа вĕçленĕ.

– Çак награда маншăн ылтăн медаль шайĕпе танах. Мĕншĕн тесен ача çуратнă хыççăн организм çирĕпленсех çитмен-ха. Урасем финиша çитнĕ çĕре вăйсăрланса пыраççĕ. Анчах та шалти спорт туйăмĕ сÿнмен-ха. Чупмалли километр юлсан, автоматла хăвăртлăха ÿстеретĕп, – пĕлтерет Екатерина.



"Çĕнтерÿ çуле"
23 июня 2016
10:24
Поделиться
;