Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Вăрнарсем – регионсем хушшинчи куравра

Республика кунĕ йĕркипе Шупашкарти «Экспо-Контур» центрĕнче иртнĕ регионсем хушшинчи «Регионсем – вĕçĕмсĕр пĕрлешсе ĕçлесси» курава хутшăннă. Хальхинче те вăрнарсем унта район аталанăвне сăнлакан стенда тăратнă, Раççей киновĕн çулталăкне халалланă самантсемпе илемлетнĕ.

Куравра районти ăстасен ĕçĕсем те вырăн тупнă. Зоя Кузнецова куракансене хутран ăсталанă тĕрлĕ енлĕ экспоначĕсемпе тĕлĕнтернĕ. Татьяна Мамонтова эрешĕсемпе паллаштарнисĕр пуçне хĕресле тĕрлес енĕпе мастер-класс кăтартнă. Кÿстÿмĕрти Дмитрий Ириковăн картинисем чылай çынра кăсăклăх çуратнă.

Вăрнарсен экспозицине Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Патшалăх Канашĕн председателĕ Юрий Попов, çутçанталăк ресурсĕсен министрĕ Сергей Павлов, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов çитсе курнă, ырласа ăшă сăмахсем каланă.

Регионсем хушшинчи куравра çавăн пекех районти виçĕ пысăк промышленность предприятийĕн – «Август» Фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕн, Вăрнарти аш-какай комбиначĕн тата хăйминчен уйăрнă типĕтнĕ сĕт завочĕн – продукцийĕпе те паллашма май пулнă.

Светлана Чикмякова.



"Çĕнтерÿ çуле"
29 июня 2016
10:32
Поделиться
;