Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Паллă каникул

Ача чухне шкултан е çуллахи вăхăтра тăрăшса ĕçленĕшĕн колхозран яланах тĕрлĕ çĕре экскурсисене илсе çÿретчĕç. Паян кунашкал майсем пурин те çук, анчах та уйрăм вĕренÿ организацийĕсем вĕренекенсене тĕрлĕ мелпе çулçÿревсене илсе тухма тăрăшаççĕ.

Ку енĕпе, паллах, уйрăмах калининăсене мухтамалла. Иртнĕ эрнере 50 ача Раççейри Паттăрсен ассоциацийĕ чĕннипе çĕршывăн тĕп хулин паллă вырăнĕсенче пулнă. Пуçаруçи – Эрик Васильев полковник. Телейлисен йышне Калининăри Раççей Геройĕ С.Ашихмин ячĕллĕ отряд, Н.Бударин тата А.Николаев ячĕллĕ çамрăк космонавтсен, В.Федоров контр-адмирал отрячĕ, çамрăк кадетсен шутĕнчи, çавăн пекех Хăмăшри, Чăрăшкас Хирлепри, Вăрманкасри шкулсен ачисем лекнĕ.

Мускавра Вăрнар ачисене Э.Васильев тăрăшнипе хăй ĕçлекен 1-мĕш кадет корпусне вырнаçтарнă. Ку территорири Вучетич скульпторăн ĕçĕсемпе паллаштарнă. Вĕренекенсем Дмитрий Донской çинчен нумай пĕлнĕ.

2-мĕш кунне Калинино шкул автобусне Кремль урамнех кĕртме ирĕк парсан пурте тĕлĕннĕ. Транспортран космонавтсен, кадетсен, юнгăсен тумĕсене тăхăннă ачасем тухнине курсан – пушшех те. Ют çĕршыв турисчĕсем хăвăртрах вĕсемпе сăнÿкерчĕк тума васканă.

Кремль ачасен чунĕнче уйрăмах пысăк туйăм хăварнă. Канаш районĕнчи Ямашри Анатолий Крылов ертсе пынипе вĕсем Александри садĕнче, соборсенче пулнă, Президент полкĕн пÿлĕмне кĕрсе курнă, караул улшăннине пăхса киленнĕ. Пуçтайăм тăвĕнче ултă диарама витĕр тухнă. Мĕнпур çар техникипе паллашнă. Кĕнекерен Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çинчен нумай вуланă, пĕлеççĕ пулин те Асăнупа Мухтав залĕнче чылай ачан куçĕсем шывланнă. Çĕршер-çĕршер сăнÿкерчĕк: вăрçă саманчĕсем, амăшĕсем, тăлăх ачасем...

Виççĕмĕш кунне ачасене Вăрнар çынни – Мускавра пурăнакан Анатолий Григорьев полковник Çăлтăрсен хулинче кĕтсе тăнă. Ракетăсемпе, космос хатĕрĕсемпе, Валентина Терешковапа Андриян Николаев пурăннă çуртсемпе паллашнă хыççăн ĕçлекен çар хулинче пулнă.

– Çак ĕç пĕтĕмпех ачасемшĕн. Çÿревсем патриотизм воспитанийĕнче çав тери пысăк вырăн йышăнаççĕ. Курса çÿренипе вĕсен куçĕсем уçăлаççĕ, тавракурăмĕ аталанать, тарăн шухăш хăварать. Курни-илтни пĕтĕмпех чул çинче юлать, – терĕ шкул директорĕ Татьяна Павловна Ефимова.

Чăваш ачисен Мускаври çар çыннисем ячĕпе тав сăмахĕсем вĕçĕмсĕр пулнă. Эрик Васильева вĕсем хăйсемшĕн çуннăшăн, ашшĕрен те ашшĕ, пиччĕшĕнчен те пиччĕшĕ пулнăшăн, каникула асра юлмалла ирттернĕшĕн ырă сăмахсем каланă. «Эсир хăвăр хурçăран пулĕ. Мĕн тери çирĕп çын, – тенĕ Анжелика Александрова. – Эпир Раççей тĕп хулинче халиччен пулманччĕ. Тавракурăма ÿстертĕмĕр. Хамăр çĕршыв патриочĕсем пулма шантаратпăр...»

Светлана ЧИКМЯКОВА.



"Çĕнтерÿ çуле"
06 июля 2016
10:56
Поделиться
;