Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Хула халăхне – килти продукци

Чăваш Республикин территорийĕнче ял хуçалăх продукцине сутассипе йĕркеленĕ «Кĕр парни-2016» уйăхлăха районти фермерсем те хутшăнаççĕ.

Иван Федоров фермер хурт-хăмăр ĕрчетет. Шупашкарти ярмăрккăра вăл пыл сутать. Экологи енчен таса продукцие туянакан нумай. Фермер хальлĕхе хăйĕн хуçалăхĕнче туса илнĕ таса пыла 300 килограмм ытла сутнă.

Çавалкас ялĕнчи Александр Аврамов çамрăк фермер Çĕмĕрлепе Канаш хулисене хăйĕн уйĕнче туса илнĕ çĕрулмипе тивĕçтерет.

Çĕрпелти Михаил Тарасов фермер купăста çитĕнтерет. Кăçал ку пахчаçимĕç культури ăнса пулнă. Фермер Шупашкарти темиçе ача садне 10 тонна купăста кайса панă.

Юрий КОРНИЛОВ.



"Çĕнтерÿ çуле"
24 сентября 2016
10:45
Поделиться
;