Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Кĕтнĕ хăна вырăннех

Услапа ялĕнчи Эвелина Комарова мана ăшшăн кĕтсе илчĕ. Килти хуçалăхра ĕçĕ пур пулин те калаçма вăхăт тупрĕ.

Вăл почтальонра вăй хурать. «Хаçат-журнал валеçме кăмăллатăп, çавăнпа вырсарникунпа тунтикунсăр пуçне кашни кун çула тухатăп, подписчиксем патне вăхăтра çитме тăрăшатăп», – терĕ Э.Комарова.

Почта сумкине 2009 çултанпа йăтать. ,çĕ çăмăл мар, хаçат-журнал валеçсе тухнипе çеç çырлахма çук, вак-тĕвек тавар та сутмалла, ватăсене пенси укçи те памалла. Мĕнех калăн, яваплăхĕ пысăк. Çав вăхăтрах ял çыннисемпе те пĕр чĕлхе тупма, вĕсен кăмăлне çавăрма пĕлмелле. Хăвна лăпкăн тытни, сăмаха пĕлсе калани чыс-хисепе кăларать. Урампа утса пыракан ватта-и е çамрăка-и – чĕнмесĕр  иртме пултараймасть.  Кашнинпе калаçса иртет: ара почтальонкăн чĕмсĕр пулма юрамасть. «Пĕр-пĕр çынпа пĕр-ик минут сăмах вакласа илни те лайăх. Мĕншĕн тесен хăвăнне кăна мар, унăн чунне те уçатăн. Пытармастăп, мана ялта пурăнакансемпе калаçма килĕшет», – шухăша уçрĕ почтальонка.

Эвелина Комарова Кивьял Нурăспа Хăмăш ялĕсене хаçат-журнал çитерет. Ялан çуран утать. Çу кунĕсенче те велосипед çине лармасть.

– «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçат кăçалхи иккĕмĕш çур çулта 52 киле килсе тăрать. Район хаçатне çырăнтарассипе плана ÿстерме кăмăл пысăк. Шел пулин те, ĕçре чăрмав кÿрекенни вăл – пÿртсем пушанни. Кашни çулах икĕ ялĕнче те пĕр-пĕр çуртăн алăкĕ хупăнать. Ашшĕ е амăшĕ вилсен ачисем темшĕн-çке çуралнă кĕтесе килсе тĕпленесшĕн мар. Ялсенче пурăнакансен йышĕ чакмасть пулсан çырăнтару кăтартăвне тума та йывăр мар, – калаçăва тăсрĕ Услапа ял çынни.

Э.Комарована кĕрхи çумăр та, шартлама сивĕ те хăратмасть. Хăйĕн ĕçне чунтан парăннăран йывăрлăха çĕнтерсе вăй-хăватне тупать. Услапари почта çыхăну уйрăмĕнче виççĕн ĕçлеççĕ. Марина Андреева начальник тивĕçне пурнăçлать пулсан, Соня Позинова почтальонкăра тимлет. Виççĕшĕ те вĕсем Элĕк районĕнче çуралса ÿснĕ. Шăпа кашнинех Вăрнар тăрăхне илсе çитернĕ, пурнăçĕсене почта ĕçĕпе çыхăнтарнă. Пĕрне те хурламалли çук, пурте тăрăшаççĕ. Э.Комарова акă почтальонкăра  ĕçлеме пуçличчен Калининăри райпора экономистра, унтан колхозра, хыççăн тĕп бухгалтерта вăй хунă. Кайрантарахпа почтăна куçнă. Уншăн ÿкĕнмест халь.

Хĕрарăм килти хуçалăхри ĕç-пуçа йĕркелесе пырасси пирки те манмасть. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх. Сумалли ĕне çеç виççĕ. Паллах, хуçалăхри  ĕçсене пурнăçлама мăшăрĕ те нумай пулăшать.

Эвелина Комарова кашни кун миçе çухрăм утмасть-ши; Тар тапса тухсан та чунĕнче ăшă. Мĕншĕн тесен вăл çынсемшĕн кирлĕ ĕç тăвать. Ахальтен мар кĕтнĕ хăна вырăннех пулса тăнă.

Юрий КОРНИЛОВ.



"Çĕнтерÿ çуле"
15 октября 2016
10:08
Поделиться
;