Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

1-мĕш вырăн каллех вăрнарсен аллинче

Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленность ĕçченĕсен районти уявĕ çеç мар, республикăри те наградăсемпе пуян пулнă. Чи савăнтараканни – вăрнарсем çĕр ĕçĕнче Чăваш енре пуринчен кăтартуллă тăрăшни.

Шупашкарти уява Вăрнар район ертÿлĕхĕ – Валерий Шумилов тата Леонид Николаев – ертсе пынипе пысăк делегаци хутшăннă. Оперăпа балет театрĕн фойинче йĕркеленĕ курава Вăрнарти аш-какай комбиначĕпе хăйминчен уйăрнă типĕтнĕ сĕт завочĕ хăйсен продукцине тăратнă.

Республика аграрийĕсене саламланă май, Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ял хуçалăхĕ паян малашлăхлă отрасль пулнине палăртнă, пухăннисене экспортшăн ытларах ĕçлеме чĕнсе каланă. Ял хуçалăхĕнче паян хăмла, пахчаçимĕç, тымарçимĕç çитĕнтересси тухăçлă пулнине асăннă.

Уявра отрасль аталанăвĕнчи чи лайăх кăтартусене наградăсемпе палăртнă. Вăрнар районĕ «Чăваш Республикинчи ял хуçалăхне аталантарасси тата ял хуçалăх продукцийĕн, чĕртавар тата апат-çимĕç рынокне йĕркелесси» патшалăх программине ăнăçлă пурнăçласа кăçал та тĕп зонăра пĕрремĕш вырăн йышăннă.

Карл Маркс ячĕллĕ ял хуçалăх кооперативĕнче ку ял хуçалăх çулталăкĕнче пĕрчĕллĕ культурăсенчен чи пысăк тухăç илнĕ – 36,7 ц. Ку – республикăри кăтартусенчен те лайăххисенчен лайăххи. Çавна май уявра ял хуçалăх кооперативĕн ертÿçине, Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченне Валерий Шумилова Дипломпа чысланă.

Ял хуçалăх производствине тухăçлă йĕркелесе пынăшăн «Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» акционерла общество (гендиректор – Николай Аливанов) та наградăна тивĕçнĕ. Ун ĕçченне – производствăри ветеринари асăрхавĕн пайĕн пуçлăхне Виталий Гайченяна «Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» Хисеп паллипе чысланă.

Светлана ЧИКМЯКОВА. 



"Çĕнтерÿ çуле"
03 ноября 2016
13:17
Поделиться
;