Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Чун-чĕресем юрланă чух

Халĕ чăваш писателĕсен пĕрлешĕвĕнче тăракан Вениамин Иванович Сорокин (ВенСор) ача чухнех «литературăпа» чирленĕ, шкулта вĕреннĕ вăхăтрах сăвăсем шăрçаланă, юлташĕсемпе пĕрле алăпа çырса хаçат-журнал кăларнă, ку йăлана паян кунччен те пăрахман. Пурнăçне хаçат кăларас ĕçе халалланă, ĕмĕр тăршшĕпех çырнă. Чăвашла та, вырăсла та.

Чăваш халăх писателĕ Анатолий Емельянов ячĕллĕ литература премийĕн лауреачĕ пĕлтĕр тата кăçал вулакансене умлăн-хыçлăнах «Шуçăм сăввисем» тата «Кашкăр çулĕпе» кĕнекесемпе савăнтарчĕ. /стерсе калани пачах çук кунта: чăннипех савăнтарчĕ. Хăйнеевĕрлĕхĕпе, пултарулăхĕпе, пурнăç чăнлăхне тата кăсăклăхне тĕпе хунипе, çын психологине лайăх ăнланнипе. Антон Павлович Чехов калашле («Краткость – сестра таланта»), кĕскен çырма пĕлнипе. Хăйĕн кĕске те тарăн шухăшлă сăввисенче автор чăваш çĕршывне тата халăхне мухтать, тăван тавралăха, художник куçĕпе курса, сăвăç мелĕпе чĕртет, çут çанталăка юратма, кирек-хăш вăхăтра та унăн илемне туйма тата хаклама вĕрентет. Иртнĕ тата хальхи вăхăтсен тĕкĕрĕ теме пулать ку кĕнекесене. Сăввисем те, автобиографилле повеçĕнчи кĕске хайлавĕсем те алăран ямалла мар çăмăллăн вуланаççĕ, нумай-нумай пулăмсемпе ĕç-пуç çинчен каласа кăтартаççĕ. Пуçран шухăшласа кăларнă ĕненмелле мар сăнарсем сăнланман вĕсенче, автор хăй курнă, тÿссе ирттернĕ самантсем çинчен ĕнентерÿллĕн çырать. Нумай вулакана хăй çинчен çырнăнах туйăнать вĕсене вуласан, мĕншĕн тесен çавăн евĕр самантсене пур вăрçă ачи те тÿссе ирттернĕ-çке.

«Шуçăм сăввисем» – В.И.Сорокинăн пĕрремĕш кĕнеки. Кунта чăвашла тата вырăсла пичетленнĕ сăвăсене илемлĕх енчен тишкерме тĕллев лартман эпир. Кĕнекере поэзие юратакансем валли яшлăх сăввисем ытларах. Çамрăк чунсем хушшинчи поэт çырса кăтартнă туйăмсем çутă та таса, вĕсенче «ĕмĕт ăшшăн йăл кулать». Автор шухăшĕпе «пурнас килсен, савас пулать» тата «юрату илемлĕ çемьере». Ку йĕркесенче çемье пĕлтерĕшне палăртни, вăл çынсемшĕн кăна мар, патшалăхшăн та хаклине ĕненни. Çирĕп те туслă, ĕмĕрлĕх çемьесем çăмăлттайланса çуралмаççĕ. «Кайăксен те пурнăç тытăмĕ ырă таса туйăмран пуçланать» – çырать В.И.Сорокин иккĕмĕш кĕнекинче. – «Кайăк хăйне килĕшнĕ вырăнта çеç йăва çавăрать».

Иртнĕ ĕмĕрте укçашăн антăхман çынсем, телее ĕçре шыранă, «хул-çурăма тăвар касмалăх» вăй хунă, ялан ĕçчен пыл хурчĕсем пек кашни харпăр-хăй аллипе пурнăç тума тăрăшнă. «,çленĕ, юратнă, суйман. Хăмла йÿççине пĕлмен. Çынлăха çухатман, чинлăха пуç çапман. Усал сăмахпа калаçман». Анчах чунсăр политиксем аслă çĕршыв хăватне аркатнă хыççăн çынсем хушшинчи ырă хутшăнусем хавшаса пычĕç, чăваш ялĕсем ватăлмаççĕ. «Эпир çуралнă кил арканать тĕпрен», çамрăксем ĕç çук пирки ялта тĕпленесшĕн мар. «Тăвансем саланнă тĕнчипех, Çĕнĕ пÿрт лартни те кăлăхах». «Каласан, каланă пек: ялта хĕрсем паркарах, каччисем те пит кĕрнек, шел, пурнасшăн хуларах», – кулянса çырать поэт. Тепĕр хăрушă пулăм та шухăшлаттарать: çамрăк ханттарсем пенсие тухнă ашшĕ-амăшĕн ĕнси çине улăхса ларнă, ыранхи кун çинчен вуçех шутлама пăрахнă: «Атте, анне, укçа пар! – тесе кăна çуйхашаççĕ. Укçи хăш еннелле юхасси паллă ĕнтĕ. Тăванлăх туйăмĕ те сÿннĕ теприсен. «Тăвансем тăванпа калаçаç кашкăрла». Çакăн йышши тÿнтерлĕхсенчен епле хăтăлмалла-ши; В.И.Сорокин, халăх пурнăçне лайăх пĕлекенскер, ку ыйту çине хурав памах повеçне «Кашкăр çулĕпе» ят хунăн туйăнать. Иртнĕ саманара çыншăн çын – тус, юлташ теттĕмĕр, мул çĕршывĕсенче ун чухнех кашкăр тетчĕç. Халĕ çын кашкăртан та тискертерех пулма пултарни çинчен шутласа илсен вара пĕтĕм çан-çурăм çÿçенсе каять, куçа хăрушлăх тĕтри карать. Хальхи çынсем кашамана тухаççĕ-ши; Тухас марччĕ, кашкăр çулĕ çине тăрас марччĕ – çакна асăрхаттарасшăн ĕнтĕ кĕнеке авторĕ.

Кĕнекере вун икĕ пĕчĕк калав. Вĕсенче Вениамин Сорокин чăн-чăн этем пулнă ашшĕ-амăшĕ, аслашшĕ-асламăшĕ, кукашшĕ-кукамăшĕ,  йышлă тăван-хурăнташĕ, юлташĕсем çинчен сăнарлать, таса чун-чĕреллĕ, ĕçчен те сăпайлă çынсем куç умне тухаççĕ. Вĕсем хăйсемшĕн кăна мар, чи малтан ыттисемшĕн пурăнаççĕ. Ку вăл ăрусем хушшинчи çирĕплĕхрен килет. «Вăрçă ачисем» калавра çут тĕнчерен уйрăлас кун пиччĕшĕпе шăллĕне кукашшĕ пил парать: «Эсир хăвăртрах ÿсĕр. Аçăр-аннĕре сире юратса ÿстернĕ пекех юратăр. Вĕренсе çын пулма тăрăшăр. Пире ан манăр». Çак пил хăвачĕ ламран-лама тăсăлать, автор-герой аслисене хисеплет, вĕсем каланине пурнăç саккунĕ вырăнне хурса, ачисене те тÿрĕ çул çине тăма пулăшать, виççĕмĕш сыпăкрисем аслашшĕпе ашшĕнчен, амăшĕпе асламăшĕнчен тĕслĕх илсе çитĕнеççĕ. Амăшне чи ăшă туйăмпа, ун умĕнче вышкайсăр пысăк парăмра пулнине асра тытса, чĕререн тав сăмахĕ калать вăрçă ачи. Аслă вăрçă вăхăтĕнче те, вăл кĕрлесе иртсен те питĕ йывăрччĕ пурнăç. Ун чухне ĕçленĕ кашни хĕрарăм-анне палăка тивĕç. Хальхи тăрлавсăрлăха пĕлмен вĕсем, усал-тĕселе çывăха яман, ашшĕсĕр тăрса юлнă пепкесене, хăйсен хÿттине илсе, ÿстерме, ăс пама тăрăшнă, таса та харсăр çын пулма вĕрентнĕ. Çавна пулах Сорокинсен ратнинче пурте сумлă çынсем пулса çитĕннĕ. Виçĕ çул хушши хĕсметре тăнă кĕнеке авторĕ, Семипалатинск çывăхĕнче атом бомбисене сирпĕтсе тĕрĕслекен центрта ирттернĕ, «атом тăвăлне» курнă. Ывăлĕ хура Чернобыльте çăлавçă пулнă. Повеçре çырса кăтартнă ытти геройсен те шăписем савăк тĕлĕк мар.

Кĕскен çырсах пурнăç чăнлăхне куç умне кăларма пĕлет автор. Кĕнекери пĕр сыпăка вулар-ха: «Çакна манмасла астăватăп. Киле харăсах икĕ хыпар çитнĕ. Атте вăрçă хирĕнче çухалнă. Асатте хура мунчара макăрать... Тепĕр хыпарĕ – кукаçи чирлесе ÿкнĕ, вилме хатĕрленет. Аннене чĕнет. Пире пĕрле илсе пыма хушнă. Асатте колхозран лаша тархасларĕ...» Тархасларĕ сăмаха уйрăммăн палăртар-ха. Хальхи çамрăксене (шел пулин те е телее темелле-ши;) нимĕн çинчен те пĕлтермест ку сăмах. Халĕ пурăнакан вăрçă ачисем умне чĕрене ĕмĕр йĕртерекен хура ÿкерчĕк тухса тăрать. Эпир пĕчĕк сивĕ пÿртре ăшши тахçанах сĕвĕрĕлнĕ кăмака çине улăхнă та анне килессе кĕтетпĕр. Колхоза кун сиктермесĕр ĕçе çÿрекенскер, бригадиртан лаша тархаслама кайнă вăл.

– Памарĕ, аçа çапманскер, – терĕ таврăнсан, турăш еннелле çаврăнчĕ те темĕн пăшăлтатрĕ, унтан куçĕсене пирĕнтен тартса сасăпах каласа хучĕ, – ыран вăрмана вутта ĕне кÿлсе кайма тивет. Эх, пурнăç.

Кун пек тĕслĕхсем татах пур калавсенче.

Пурнăç тĕрлĕрен килет, çапах пурнăçран хакли çук. Хуришĕн хурланатпăр, çутă куншăн савăнатпăр. Кашни çын пурнăç çулĕ çинче хăйне май йĕр хăварать. Вăрçă ачи В.И.Сорокин ку таранччен тунă йĕр курăмлă та сумлă-ха. Малашне татах такăрлантăр вăл, ăс-хакăл анлăшĕпе сарăлса пытăр.

Статья ятне унăн сăввинченех илтĕмĕр, мĕншĕн тесен чун-чĕри уçă саспах юрлать-ха пултаруллă çыравçăн. Малашне те ăнăçусем сунса, татах та тĕслĕхлĕ ĕçсем – çĕнĕ хайлавсем кĕтеççĕ унран вулакансем.

Ананий ИВАНОВ.

Элĕк районĕ, Вутлан ялĕ. 



"Çĕнтерÿ çуле"
26 ноября 2016
14:38
Поделиться
;