Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Хавхалану вăй-хал хушать

Вăрнарти халăх театрĕ Ярмушкари культура çуртĕнче «Ялта» драмăна кăтартнă чух асăрхарăм унăн пултарулăхне. Надежда Казакова Елюк рольне куракана тыткăнламалла, ăста калăпларĕ. Ахальтен мар спектакль вĕçленсен ку сăнаршăн ăна ăшшăн алă çупса тав турĕç.

Н.Казакова Мăн Явăш ялĕнче çуралнă. Пĕрремĕш класа вырăнти шкула вĕренме каять, ăс-хакăлпа тавракурăма ÿстерме пуçлать. Çул хыççăн çул иртсе пырать. Хĕр тăххăр пĕтерсен тăван шкулпа сывпуллашать. Экономист пулас шухăш ăна Вăрнарти техникума илсе çитерет. Кунта вĕренме кĕнĕшĕн хăйне ÿпкелемест, куллен пĕлĕве тарăнлатать. Виçĕ çултан дипломлă специалист пулса тăрать. Анчах та çамрăка çутă ĕмĕт малаллах чĕнет. Çавăнпа та Надежда Шупашкарти гуманитари институтне вĕренме кĕме документсем кайса парать. Студент пулса тăнă май экономист ĕçĕн вăрттăнлăхне ăша хывать. Çав вăхăтра кÿршĕ ял каччипе Александрпа паллашать. Вăл, Çурçĕрте ĕçлекенскер, отпуска килнĕ пулнă. Александр хитре хĕре тÿрех куç хывнă. Хаваслăскер унăн кăмăлне кайнă, çавăнпа хăйĕнчен вĕçертме шутламан. Каччăпа хĕр час-часах пĕр-пĕринпе тĕл пулса калаçнă. Юрату сукмакне икĕ çул такăрлатнă. Туйăмсене тĕрĕсленĕ.

– Малтанах Александрпа хирĕç тăма та вăтанаттăм. Вăл ĕçлеме тухса кайсан вара тунсăха путаттăм. Паллашнăранпа икĕ çул çитсен пĕр-пĕринсĕр пурăнма май çуккине ăнланса илтĕмĕр. 2006 çулта пĕрлешрĕмĕр, – терĕ Надежда Сергеевна.

Мăшăрĕ Çурçĕре çÿреме пăрахнă та Мускав тăрăхне ĕçлеме кайма пуçланă. Халĕ Казаковсем Вăрнарта пурăнаççĕ, икĕ ача пăхса çитĕнтереççĕ. Иккĕшĕ те ывăл: пĕри виççĕмĕш, тепри тăваттăмĕш класра пĕлÿ пухать. Надежда Казакова хальхи вăхăтра амăшĕн тивĕçне туллин пурнăçланипе пĕрлех Уйкас Явăш клубĕн заведующийĕнче ĕçлет. Çавăн пекех ялти перекет банкĕнче те икĕ кун вăй хурать.

– /ркенмесен темĕн тума та ĕлкĕрме пулать. Анчах кирек ăçта кайсан та ачасем чунра. Куç умĕнчен тухма пĕлмеççĕ вĕсем. Хăв пурнăç пилленĕ тĕпренчĕксем çепĕççĕн анне тесе чĕннинчен ăшă сăмах урăх çуках. Ачасене пăхса ÿстересси çăмăл мар пулин те, вĕсемсĕр пурнăç илемĕ курăнмасть, – шухăша уçрĕ икĕ ача амăшĕ.

Надежда Казакова культура ĕçченĕ шутланнă май ял çыннин канăвне туллин йĕркелессишĕн тăрăшать. Мăн Явăшри художество пултарулăх ертÿçипе Нина Андреевăпа уйрăмах тачă çыхăнса ĕçлет. Кăçал ăна Вăрнарти халăх театрĕн режиссерĕ Галина Иванова «Ялта» драмăра Елюк рольне выляма сĕннĕ. Надежда малтанлăха иккĕленсе тăнă, мĕншĕн тесен спектакльте тĕп сăнара кăларма кăткăс пулассине аванах ăнланнă. Çавах та килĕшнĕ.

– Репетицисем пуçланчĕç. Режиссер çитменлĕхсене çийĕнчех асăрхатчĕ. Вĕсене пĕтересси тĕп тĕллевччĕ маншăн. Галина Иванова мĕн ыйтнине хирĕçлемесĕр пурнăçлаттăм. Çакă мана майĕпен уçăлса пыма пулăшрĕ. «Ялта» драма премьери пулчĕ. Сцена çине тухсан йăлтах спектакльти ĕç-пуçа кĕрсе ÿкнине лайăх ас тăватăп. Вылянăçемĕн хумханни те хăвăртах иртсе кайнăччĕ. Халĕ акă çăмăллăнах вылятăп. Пытармастăп, «Ялта» драмăри Елюк ролĕ питĕ килĕшет мана, – пĕлтерчĕ Н.Казакова.

Вăл октябрь вĕçĕнче Вăрнарти халăх театрĕн хăй тĕллĕн вĕреннĕ артисчĕсемпе пĕрле Иваново облаçĕнче Вичуга хулинче иртнĕ Пĕтĕм Раççейри «Провинцири театр тĕлпулăвĕсем» фестивале кайса килнĕ. Унта Ф.Павлов драматургăн «Ялта» драмине кăтартнă. Надежда Казакова «Чи лайăх хĕрарăм рольне вылякан» номинацире палăрнă, диплома тивĕçнĕ.

– Çакă пурнăçри чи пысăк çитĕнÿ. Коллективри çынсене пурне те тав сăмахĕ калас килет. Манăн ĕçе хаклани сăнара тивĕçлипе кăларма пултарнине пĕлтерет те, – çапларах каларĕ Надежда Сергеевна.

Мăшăрĕ те ăна хавхалантарать, сцена çине тухма хистет. Çывăх çыннине итлет, вăл унăн пултарулăхне хаклани савăнтарать. Иккĕшĕ пĕр-пĕрне яланах пулăшма хатĕр. Казаковсем ĕçсĕр пурăнма пултараймаççĕ. Çав вăхăтрах ачисене пăхса çитĕнтересси тĕп тивĕç пулнине самантлăха та манмаççĕ.

Юрий КОРНИЛОВ.



"Çĕнтерÿ çуле"
26 ноября 2016
14:46
Поделиться
;