Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Вăрнарсен пылĕ – чи лайăххи

Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче хурт-хăмăр ĕрчетекенсен регионсем хушшинчи 3-мĕш наукăпа практика конференцийĕ иртрĕ. Ку конференцие чылай республикăсемпе облаçсенчен паллă ăсчахсемпе профессорсем, хурт-хăмăр ăстисем пуçтарăнчĕç. Фойере пысăк курав йĕркеленĕ. Куравра хурт-хăмăр ăстисем çĕнĕ кĕнекесемпе, хаçат-журналпа, хурт-хăмăр ĕçĕнче усă курмалли хатĕрсемпе паллашма пултарчĕç. Пахалăхлă пыл куравĕ тата унран хатĕрленĕ апат-çимĕç продукцийĕсем пурне те кăсăклантарчĕç. Кунта килнисем курса тĕлĕнме çеç мар, пыла тутанса пăхма та, туянма та пултарчĕç.

Конференцире хурт-хăмăр ĕçĕнче тĕл пулакан çивĕч ыйтусене хускатрĕç: пыл хурчĕсен шăпи кăсăклантарчĕ, вĕсене сыхласа хăварасси, таса та сиплĕ пыл туса илесси, паха продукци хатĕрлесе халăх патне çитересси. Пыл хурчĕсене сиплес ĕçри çĕнĕлĕхсем тата хурт-хăмăр продукцийĕнчен хатĕрленĕ тĕрлĕ сывату препарачĕсем пирки хускатнă ыйтусем те питĕ кăсăклă пулчĕç. Пурне те çутçанталăк хăрушлăха кĕрсе ÿкни, вăл вараланса пыни тата ăна упрас тĕлĕшпе мĕнле ĕçсем тума пултарни те çивĕч калаçтарчĕ.

Юлашки вăхăтра Хĕвеланăç çĕршывĕсенче, уйрăмах Америкăри пĕрлешÿллĕ штатсенче, пыл хурчĕсем çухалма пуçлани, тĕнчере вĕсен йышĕ куç умĕнчех чакса пыни паллă. Шел, ăсчахсемпе хурт-хăмăр ĕçĕнче вăй хуракансем çак ыйтăва хальлĕхе татса параймаççĕ-ха. Иртнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнчи тĕнчери чи паллă ăсчахсенчен пĕри А.Эйнштейн çапла каланă: «Енчен те эпир пыл хурчĕсене сыхласа хăвараймасан, çитес 4–5 çултан çĕр чăмăрĕ пушанса юлма пултарать». Ку сăмахсем паян та пĕлтерĕшлĕ. Халĕ пĕтĕм тĕнчери ÿсен-тăрансене 80 процент таран пыл хурчĕсем шăркалантараççĕ. Енчен те пыл хурчĕсем çухалас пулсан, çак ÿсен-тăрансем те пĕтеççĕ. Çак улшăнăва пула выльăх-чĕрлĕх тата ытти чĕрчунсем апатсăр тăрса юлаççĕ. Ку вара этем пурнăçĕпе, пуласлăхпа çыхăннă. Çавăнпа та кашни çыннăн çутçанталăка упраса хăварассишĕн ырми-канми ĕçлемелле, пыл хурчĕсем те ирĕклĕн вĕçсе çÿреччĕр, выльăх-чĕрлĕхпе ытти чĕрчунсем те сывă пулччăр тесе тăрăшмалла.

Пыл – паха çимĕç. Вăл сиплет, тасатать, вăй-хăват парать, пулăшать. Пыл пахалăхне ÿстерес тĕлĕшпе мĕнле ĕçсем туса ирттерме май пурри çинчен те çивĕч калаçрĕç конференцие пуçтарăннисем. Халăха таса пылпа тивĕçтересси – кашни хурт-хăмăрçăн тивĕçĕ. Конференцие килнĕ кашни ăстаçă хăйĕн продукцине конкурса тăратнă. Тутлă та сĕтеклĕ пыл пахалăхне профессорсемпе ăсчахсем, вĕрентекенсем, студентсем тутанса хак пама пултарчĕç. Куравра пыл пахалăхĕн утмăла яхăн тĕслĕхне тĕрĕслерĕç. Çак конкурсра вăрнарсем яланхи пекех пысăк хака тивĕçлĕ пулчĕç. Чи тутлă та паха пыл туса илекенсем Вăрнар тăрăхĕнчен пулни савăнтарчĕ. Çапла, Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕ пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Утарçи – Николай Иванович Васильев. Иккĕмĕш вырăнта – Иван Михайлович Федоров фермер-утарçă. Аçăмçырми çынни – халĕ Шупашкарта пурăнакан Валерий Иванович Капитонов виççĕмĕш пулчĕ. Çĕнтерÿçĕсене грамотăсемпе тата хаклă парнесемпе чысларĕç.

Е.ВАСИЛЬЕВА.    



"Çĕнтерÿ çуле"
17 декабря 2016
15:14
Поделиться
;