Шупашкартан дипломпа таврăннă
Кăрлач уйăхĕн 28 - мĕшĕнче, Шупашкарти Трактăр тăвакансен керменĕнче, регионсен хушшинчи виҫҫĕмĕш хут иртекен «Иксĕлми ҫăлкуҫсем» радиоконкурс иртрĕ. Ҫав уява Ярмушка ял тăрăхĕнчи ветерансен «Утмăлтурат» ушкăнĕ «Ҫăкăр пиҫнĕ» юрăпа хутшăнчĕ (ертўҫи – Галина Лаврова). Унтан вĕсем хăй евĕрлĕхшĕн номинацинчи диплома тата хаклă парнесем илсе ҫĕкленўллĕ кăмăлпа таврăннă. Малалла та хаваслă кăмăлпа ҫўреме ĕмĕтленеҫҫĕ.
«Ҫăкăр пиҫнĕ» юрăри сăмахсем тăванлăх туйăмне ҫывăхлатма, пĕрлештерме вĕрентеҫҫĕ. Авалхи вырăнти ҫи-пуҫ, юрă кĕввине илемлĕ юрлани уява пухăннисен кăмăлне хускатрĕ. «Утмăлтурат» ушкăнне ҫўрекенсем сцена ҫинчен кĕрсен те тăвăллăн алă ҫупрĕҫ.
Ҫак ушкăна ҫўрекенсем гала-концерта чĕнекенсене тата районти культура ĕҫченĕсене транспортпа тивĕҫтернĕшĕн, водителе Эндеров Андрей Леонидовича тимлĕ пулнăшăн, тав тăваҫҫĕ.