Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Тирпей-илем – хамăршăн

Ял тăрăхĕн администрацийĕн ĕçĕ-хĕлĕ тĕрлĕ енлĕ, вун-вун ыйту татса пама тивет. Кунти ĕçченсемшĕн çулла та, хĕлле те канăç çук, мĕншĕн тесен ĕçĕ тупăнсах тăрать. Калинино ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Людмила Ивановăпа тĕл пулсан вăл хăйĕн тивĕçне юратса пурнăçлани çийĕнчех палăрчĕ. Калаçăвĕ вара вырăнти пурнăçланă ĕç-хĕл тавра йĕркеленсе кайрĕ.

– Людмила Николаевна, миçе ял çыннисемшĕн яваплă эсир?

– Пирĕн ял тăрăхне 8 ял кĕрет. Пĕтĕмпе виçĕ пине яхăн çын пурăнать. Ялсенче тĕрлĕ çулсенчисем тĕпленнĕ. Çамрăксем те пур. Çулсерен çĕнĕ çемьесем чăмăртанаççĕ. Мăшăрсем хăйсен ачисене Калининăри садике яма пултараççĕ. Унта пĕчĕккисене аталанма мĕнпур услови çителĕклĕ. Çавăн пекех шкул та юнашарах вырнаçнă. Ку вĕрентÿ учрежденийĕ районта та лайăх енпе палăрать. Хăмăш ялĕнче те пĕлÿ илме пулать. Шкул хыççăн нумайăшĕ аслă пĕлÿ паракан вĕренÿ заведенийĕсене кĕреççĕ, хăйсене килĕшекен специальноçе алла илессишĕн ăнтăлаççĕ.

– Хальхи вăхăтра çамрăксене яла хăварасси пирки нумай калаçаççĕ. Енчен каччă е хĕр тăван кĕтесре юлчĕ пулсан, ун валли вырăнта ĕç тупăнма пултарĕ-и?

– Ман шутпа, пурнăçра кахалланса лармалла мар, малалла ăнтăлаканшăн ĕç яланах тупăнать. Ял тăрăхне кĕрекен хăшпĕр бюджет организацийĕсенче халĕ те вакансисем пур – ĕçлеме ан ÿркен кăна. Вăрнарти аш-какай комбиначĕн Малтикас Ялтăрари фермине те вырнаçма пулать. Унта ĕçлекенсене автобус ир те, каç та турттарать. Шалăвĕ те лайăх. .ç тенĕрен, пĕр тĕслĕх çинче чарăнса тăрасшăн. Акă Шăхаль ялĕнчи Алинăпа Александр Ивановсем килти хуçалăхра йышлă выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ. Иккĕшĕ те ÿркенмеççĕ, çавăнпах икĕ хутлă çурт çĕклеме пултарчĕç.

– Кăçал Раççейре экологи çулталăкĕ пулнине пурте лайăх пĕлетпĕр. Çавна май хăвăр шухăша уçса параймăр-ши? Унчченхи çулсенче тата мĕн пурнăçа кĕртнĕ?

– Кăçалхи çула экологие халаллани питех те вырăнлă тесе шутлатăп. Хамăр куçпа йĕри-тавралăха тинкеререх сăнаса пăхар-ха – çутçанталăка пысăк сăтăр туни яруççăн курăнать вĕт. Автомашинăсем чупаççĕ, завочĕсем тĕтĕм-сĕрĕм кăлараççĕ тата ытти те. Çаксем хамăр сывлакан сывлăша варалаççĕ. Аслăрах çулсенчисем ĕлĕкрех лавккаран киле çăкăра сеткăпа йăтса килнине лайăх астăваççĕ пулĕ. Халĕ вара тĕрлĕ апат-çимĕç продукчĕ туяннă чух пĕр хутчен тенĕ пек усă курмалли пакета алла тытатпăр. Киле çитсен тула тухса пăрахатпăр. Паянхи кун тата çут хутпа чĕркенĕ япаласене нумай сутаççĕ. Шел пулин те, чылай чух усă курнă хыççăн пĕр çĕре пуçтарса хумастпăр, ăçта кирлĕ унта пăрахатпăр. Çавăнпа та ĕçлемелли сахал мар. Эпир ялсенче пурăнакансемпе вунă çул каялла килĕшÿ йĕркеленĕ: кил таврашĕнче пуçтарăннă çÿп-çапа михĕсене тултарса хумалла. Вĕсене вара ятарлă организаци килсе илсе каять. Çак ĕç-пуç, паллах, тÿлевпе çыхăннă. Çулталăкра кашни килтен икçĕр тенкĕ пухатпăр.

– Кашни кварталта пĕрре пуçтарса каяççĕ-и е йĕрки урăхларах?

– Çулталăкра икĕ хутчен йĕркеленĕ: çуркунне тата кĕркунне. Кашни кварталта е уйăхра çÿп-çап пуçтарса каймашкăн хакла ларать. Теприсем икçĕр тенкĕ те парасшăн мар. Упăшкаллисен ялан пĕр хурав: пирĕн килте çÿп-çап çук. Ăçта кайса чикетĕр тесе ыйтсан вара татăклăн нимех те калаймаççĕ. Кайрантарахпа анкарти хыçĕсене е çырмасене кайса пăхатăн та хытах тĕлĕнетĕн: мĕн кăна пăрахса тултарман-ши? Çакă культура çуккине пĕлтерет.

Ялсенче урамсене тирпей-илем кĕртессипе субботниксем ирттерессине йăлана кĕртнĕ. Тасату ĕçĕсене юр кайса пĕтсен пуçăнатпăр. Ку тĕлĕшпе Калинино салинче нумай ĕç тума тивет. Мĕншĕн тесен ял тăрăхĕн центрĕ республика çулĕсемпе çыхăннă. Çавăнпа çÿп-çапĕ те çителĕклех.

– Эсир специалистсемпе пĕрле ялсене час-часах çитсе килетĕр. Çу кунĕсенче урамсенче мĕнлерех ÿкерчĕк асăрхама пулать. Кил умĕсене тирпейлĕ те таса тытакансем чылаййăн-и?

– Ялсенче пулатпăр, çынсемпе курса калаçнă чух тĕрлĕ ыйту хускататпăр. Хамăр тавралăха тасалăхра тытасси пирки те калаçатпăр, кил умĕнчи çÿп-çапа тăтăшах пуçтарса тăма ыйтатпăр. Итлеççĕ пире, территорие тасалăхра тытаççĕ. Шел пулин те, хулара пурăнакансенчен пурте ăнланасшăнах мар. Картийĕ çĕрĕшнĕ, вĕлтренĕ ашкăрать – пурпĕр ĕç патне алă тăсăлмасть хăшĕсен. Чăн та, ашшĕ-амăшĕн пушанса юлнă килне ывăлĕ е хĕрĕ çу кунĕсенче кăна килет. Апла пулин те тăван кил таврашне тирпей-илем кĕртмеллех. Сăмахран, вĕлтрене çулса тăкма вăхăт нумай та иртмест вĕт. Картана юсама та укçа-тенкĕ  тупма пулатех.

Ялсенче кил-çурта çĕнетекенсем те пур. Строительство материалĕсем урамра выртаççĕ те – уншăн аренда укçи тÿлеççĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, çу кунĕсенче ялсенче тирпейлĕх хуçаланнине курма пулать.

– Эппин, халăхпа тĕл пулса калаçнин уссине куратăр.

– Çапла. Тĕрĕссипе каласан, тирпейлĕхе ачаран хăнăхса ÿсмелле. Эпир темиçе çул каялла шкулта вĕренекенсене каникул кунĕсенче районти ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă ĕçе явăçтараттăмăр. Вĕсем çÿп-çап та пуçтаратчĕç. Халĕ пурте ÿссе çитĕнсе пурнăç çулĕ çине тăнă. .нерхи шкул ачисене курсассăн ăшшăн калаçатпăр. Хăйсене ĕçе юратма вĕрентнишĕн, тирпей-илем çине тимлĕх уйăрма хăнăхтарнишĕн тав тăваççĕ. Вĕсем урамра çÿп-çап нихăçан та пăрахмаççĕ иккен. Мĕншĕн тесен ку пысăк çитменлĕх пулнине тахçанах ăнланса илнĕ. 

Тепĕр самант çинче те чарăнса тăрасшăн. 2010 çулта Услапара вырăнти депутат пулăшнипе çăлкуç уçрăмăр. Унта тĕрлĕ ялсенчен килсе çÿреме пуçларĕç. Анчах та теприсем хăйсем хыççăн çÿп-çап пăрахса хăвăрни чуна ыраттарать. Сăваплă вырăна хакласчĕ. Тирпей-илем вăл хамăршăнах.

Юрий КОРНИЛОВ калаçнă. 



"Çĕнтерÿ çуле"
01 февраля 2017
08:52
Поделиться
;