Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Вице-адмирал мухтанă

Калининăри вăтам шкулта çарпа патриотизм ĕçне кăçал та пысăк вырăн уйăрнă – мероприятисен планĕ пуян.

Нумаях пулмасть кунта стройпа юрă смотрĕ пулнă. Парада Эрик Васильев полковник, район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев йышăннă. Вĕсем вĕренекенсене патриотла воспитани парас ĕçе пысăк тÿпе хывнăшăн Лев Ефимов, Виктор Романов тата Александр Михайлов учительсене тата юнармеецсен отрячĕсен командирĕсене парнесемпе чысланă.

Парад вăхăтĕнче М.П.Григорьев генерал ячĕллĕ кадет отрячĕ вальспа, Руслан Желудкин ячĕллĕ çамрăк пограничниксен отрячĕ «Эх, дороги...» композиципе тĕлĕнтернĕ.

Ку шкулта йĕркеленĕ патриотла юрăсен фестивальне Туçи Çармăсри, Мăн Явăшри, Кĕçĕн Кипекри, Çĕрпелти, Кульцаври, Вăрнарти 2-мĕш, Хапăсри вăтам шкулсем хутшăннă. Программăра ялава йăтса тухасси, унпа утасси, стройпа юрласси тата юрăллă инсценировка пулнă. Калининăсен чысне 5-мĕш пограничниксен отрячĕ хÿтĕленĕ. 10-мĕш кадет класĕ плац-концерт кăтартнă. Конкурса хутшăннă кашни шкул парнесене тивĕçнĕ. Калинино шкулĕн 70 вĕренекенĕ вара район депутачĕ Рифкат Киметов спонсорла пулăшу панипе Пăр катокĕнче ярăнма сертификата тивĕçнĕ.

Калинино ачисене Шупашкара Владислав Ильин вице-адмиралăн парнисемшĕн иртнĕ волейбол турнирне уçнă çĕре хутшăнма та чĕннĕ. 10-мĕш кадет класĕ унта Валерий Кошкин сăввисем тăрăх литмонтаж, вальс тата плац-концерт кăтартнă. Вице-адмирал ачасен пултарулăхне пысăка хурса хакланă, вĕсен ку номерсене Кремльте кăтартмалла тесе мухтанă.

Светлана ЧИКМЯКОВА.



"Çĕнтерÿ çуле"
11 марта 2017
08:56
Поделиться
;