Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ачасене тарăн пĕлÿ парать

Вĕренÿ çулĕ вăхăтĕнче Людмила Петровна Ильинана кашни кунах Уравăш урамĕпе шкулалла васкаса утнине курма пулать. Вăл – вырăс чĕлхипе литературине вĕрентет.

Людмила Петровна 1975 çулта Хăмăш шкулĕнче аслă пионервожатăйра ĕçлеме пуçланă, хыççăн Иртеменкасси шкулне куçнă, унта 33 çул ĕçленĕ. Çав вăхăтрах вăл И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн вырăс чĕлхипе литератури факультетне куçăмсăр майпа вĕренсе пĕтернĕ.

1986 çултан пуçласа Иртемен шкулĕ хупăничченех (2008 çулччен) ачасене вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. Пĕр хушă директорта тимленĕ.

Людмила Петровна каласа кăтартнă тăрăх, хăшпĕр вăхăтра, çул-йĕр юрпа тулса ларсан, Вăрнартан Иртеменкассине çуран та утнă.

2008 çулта Людмила Петровна хăй çуралса ÿснĕ ялта, Уравăш шкулĕнче ĕçлеме пуçланă. Унăн урокĕсем яланах интереслĕ. Кăмăлĕ савăк, сасси уçă, пичĕ çинче йăл кулă çиçет. Ачасем çирĕп дисциплинăна хăнăхнă, тарăн пĕлÿ илме хатĕр.

Пĕррехинче экзаментан тухакан Уравăш ачинчен шеллесе ыйтрăм: «Йывăр пулчĕ пуль экзаменра?» Вăл çийĕнчех мăнаçлăн: «Çук. Пире Людмила Петровна вĕрентнĕ вĕт. Мĕн кирлине пĕтĕмпех ăнлантарнă», – тесе хуравларĕ. Чăн-та, вырăс чĕлхи экзаменĕсене ăнăçлă тытаççĕ пирĕн ачасем.

Людмила Петровнăпа Владимир Феофанович çемйинче килĕшÿ хуçаланать. Мăшăрĕпе иккĕшĕ хĕрпе ывăл çитĕнтернĕ, вĕсене аслă пĕлÿ илме пулăшнă. Татьянăпа Игорь халĕ çемьеллĕ, ача-пăчаллă. Ашшĕпе амăшĕ патне килсех çÿреççĕ. Тараватлă, ырă кăмăллă хĕрарăмăн тăванĕсем те, тус-юлташĕсем те йышлă. Час-часах тĕл пулма тăрăшаççĕ вĕсем. Нумаях пулмасть пурте Людмила Петровнăна сумлă менелник ячĕпе саламлама кĕрекене пуçтарăнчĕç, чĕререн тухакан ăшă сăмахсем каларĕç, нумай çул савăнса пурăнма сывлăх сунчĕç.

Наталья ФЕДОРОВА.



"Çĕнтерÿ çуле"
31 мая 2017
08:31
Поделиться
;