Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Республикăра та малта

«Янгорчино» ял хуçалăх кооперативĕн техник-осеменаторĕ Надежда Сергеева республикăра иртнĕ конкурсра мухтава тивĕçнĕ.

Ĕнесене машинăпа сăвакан мастерсен тата выльăхсене искусствăлла майпа пĕтĕлентерекен техниксен республикăри конкурсĕ Шупашкар районĕнчи «Ольдеевская» агрофирмăра иртнĕ. Пирĕн район чысне унта Надежда Сергеевапа пĕрле «Броневик» хуçалăхăн сăвăм операторĕ Ольга Козлова хÿтĕленĕ. Вĕсем – иккĕшĕ те районти конкурс çĕнтерÿçисем.

Муниципалитет тапхăрĕнчи пекех конкурсантсем икĕ кун хушшинче сăвăм аппаратне сÿтсе пуçтарассипе, ĕне сăвассипе, тата ĕнесемпе тынасене – искусствăлла майпа пĕтĕлентерессипе тупăшнă, теорипе практика ĕçне епле пĕлнине кăтартнă.

Вăрнарсем ята яланхиллех çÿлте тытнă. Надежда Сергеева техник-осеменаторсем хушшинче виççĕмĕш пулнă. Ольга Козлова агропромышленность комплексĕн ĕçченĕсен республикăри профсоюз организацийĕнчен парнене тивĕçнĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА.



"Çĕнтерÿ çуле"
28 июня 2017
09:41
Поделиться
;