Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

«Кĕнеке – ачасене» ыр кăмăллăх акцийĕ Пăртас ял тăрăхĕнче.

«Кĕнеке – ачасене» ыр кăмăллăх акцийĕ Пăртас ял тăрăхĕнче.

Çурла уйăхĕн 16-мĕшĕнче Пăртас ял тăрăхĕнче «Хыпар» издательство çурчĕн «Çамрăксен хаçачĕн» редакцийĕ «Кĕнеке – ачасене» ыр кăмăллăх акцине ирттерчĕç. Хаçат ĕçченĕсем Вăрнар районĕнчи Пăртас ялĕнчи йывăр лару-тăрура пурăнакан çемьесенче çитĕнекен шăпăрлансене кĕнекесем парнелерĕç.

Акципе килĕшÿллĕн пухăннă кĕнекесен пĕр пайне Ефремовсен çемйинче çитĕнекен Русланпа Констанция тивĕçнĕ. 7-мĕш класра вĕренекен Руслан вĕсене хаваспа йышăннă. Унсăр пуçне корреспондентсем ăна «Хыпар» издательство çуртĕнче тухса тăракан «Тетте» журнала та парнеленĕ. Çак ял тăрăхĕнчи Татьяна Арсентьева мăшăрĕ пурнăçран уйрăлнă хыççăн 6 ачине пĕчченех ура çине тăратать. Пĕр вăхăт çемье шутра тăнă. Калинино салинче интернатра вĕренекен пепкисем кĕтмен парнешĕн питĕ савăннă.

 



17 августа 2018
14:36
Поделиться