Мускав чӑвашĕсене «Санар» фольклор ушкӑнĕ савӑнтарнӑ
Вӑрнарти «Санар» фольклор ушкӑнне чӑваш юрри-ташшине кӑмӑллакансем аван пĕлеҫҫĕ. Районти тĕрлĕ культура ҫурчĕсенче ĕҫлекенсем чӑваш тĕнчине пилĕк ҫул хаваслӑ юрӑсемпе савӑнтараҫҫĕ. Ăна йĕркелесе ертсе пыраканĕ – Чӑваш Республикин культура тава тивĕҫлĕ ĕҫченĕ Галина Иванова, купӑсҫи – Валерий Кудрявцев.
«Санар» ушкӑн юпа уйӑхĕн вĕҫĕнче ытти чӑваш артисчĕсемпе Мускава ҫитсе килнĕ. Мускавра тымар янӑ йӑхташӑмӑрсемшĕн тӑван чĕлхепе юрланине илтме пите хавас пулнӑ. Мускав чӑвашĕсем ҫакӑн пек тĕл пулӑва пысӑк парне тесе хаклаҫҫĕ.
МБУК "Централизованная клубная система" Вурнарского района