Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Архив музея пополнился воспоминаниями детей военного времени Вурнарского района

Архив Вурнарского историко-краеведческого народного музея пополнился воспоминаниями, записанными библиотекарями и читателями библиотек Вурнарского района, в ходе конкурса статей, воспоминаний «Все для фронта, все для Победы». Музей выражает огромную благодарность за трепетные странички истории: статьи-воспоминания и видео-интервью, которые рассказывают о трудностях жизни детей военного времени. На конкурс в номинации «Дети войны» пришло 15 работ. Вот выдержки одной из них, записанные со слов ветерана педагогического труда Кюстюмерской школы Фадеевой Нины Прокопьевны (1935 г.р. д. Чирш-Шинеры).

«Манăн атте, Исаев Прокопий Исаевич, 1913-мĕш çулта, анне - Дмитриева Клавдия Дмитриевна, 1915- мĕш çулта çуралнă. Иккĕшĕ те тăван колхозра вăй хунă. Аттене 1941- мĕш çултах декабрьте вăрçа илсе кайнă, эпĕ ăна ас тумастăп — 2 çулта çеç пулнă. Манăн йăмăк Аля аттене курман та - вăл атте çапăçма тухса кайиччен çуралса ĕлкĕреймен, 1942 çула кĕрсен çут тĕнчене килнĕ. Анне каласа панă тăрăх, атте ялта паллă купăсçă пулнă, уяв-вăйăсенче пурне те хăйĕн купăсне тăсса ярса ташлаттарнă. Пирĕнпе пĕрлех асатте, асанне, аттен йăмăкĕ Марье пурăнатчĕç. Вăрçă вăхăтĕнче аннене пĕчĕк ачаллă тесе пăхса тăман - Марье аккапа вăл та Сăр шывĕ хĕррине окопсем чавма кайнă. Пире асаттепе асанне пăхнă. Вĕсем пире кайран ĕçлеме питĕ йывăрри çинчен, хĕлле шăннă çĕре лумпа та катайманран вутă çунтарса ăшăтнине каласа паратчĕç.

1942- мĕш çулта пирĕн киле хуйхă килсе çапрĕ — аттен вилнĕ хучĕ килчĕ, эпир йăмăкпа çурма тăлăха юлтăмăр. Нушаллă пурнăçпа, выçă хырăмпа,çĕтĕк-çатăк тумтирпе ÿсрĕмĕр.

Вăрçă чарăннине эпĕ лайăх астăватăп. Асаттепе асаннен аттепе пĕрле тата икĕ ывăлĕ фронта кайнăччĕ — вĕсем киле таврăнчĕç, анчах иккĕшĕ те урасăр. Мирлĕ пурнăç тытăнсан та йывăрлăхсем пĕтмерĕç: эпир, ачасем, çулла кунсерен колхоз уйĕнче ваттисемпе тан тар тăкнă, выçăлла-тутăлла шкулта та вĕреннĕ. Марье аккана таçта аякка вăрман касма илсе кайрĕç: вĕсем пуртăпа-пăчкăпах пысăк йывăçсене тÿнтернĕ. «Хĕлле те ÿплерех çĕр каçнă, тумтирсене кăвайт умĕнче типĕтеттĕмĕр. Тумтирсем çĕтĕлсе пĕтрĕç, çимелли çук», - макăрса каласа кăтартатчĕ вăл пире. Вара вĕсем, чăвашсем, вăрман варрине хăйсен сăхманĕсене, çĕтĕк япалисене пĕр çĕре купаласа хăварнă та, Чăваш çĕрне кам мĕнле майпа пĕлет тухса килнĕ. Пирĕн акка чĕлхесĕр хĕр пек пулса поезд çине ларать те урайĕнче выртса килет.

Пĕр уйăх килте пурăнсан Марье аккана татах хут килсе пачĕç — торф кăларма каймалла. Вăл мана ыталаса чуп турĕ те тухса кайрĕ. Темĕн чухлĕ вăхăт иртрĕ — аккана лашапа тиесе килчĕç. «Пĕвеленĕ Çавала вилес тесе сикрĕм урăх асап курас мар тесе», - макăрса каласа пачĕ вăл пире. Капан хывакансем ăна асăрханă та вăрăм авăрлă кĕреплепе туртса кăларнă. Аккана татах торф кăларма илсе кайрĕç.

Аннепе Марье аккана вăрçă вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн медальсем парса чысларĕç. Юратнă аннем 80 çул таран пурăнчĕ».

Хамăн пурнăçри пĕтĕм нушана çырса пĕтерес пулсан, пĕр хулăм кĕнекене те вырнаçса пĕтес çук. Ача чухне ыттисен ашшĕсем вăрçăран чĕрĕ таврăннине курсан хурланса йĕреттĕм, ашшĕллĕ тантăшсене ăмсанаттăм...».

 

На фото 1940-х годов: девочка Нина и ее мама Клавдия, на следующем фото – Нина с мальчишками-одноклассниками.



24 декабря 2020
09:18
Поделиться
;