Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунне халалласа Ярмушка ял тӑрӑхӗнче уяв иртнӗ

Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунне халалласа Ярмушка ял тӑрӑхӗнче уяв иртнӗ

Пуш уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Ярмушкари культура ҫуртӗнче уяв концерчӗ иртнӗ. Вун виҫӗ ар ҫынран йӗркеленнӗ ушкӑн концерт программине Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунне халалласа лартнӑ. Ертӳҫи Виктор Анисимов кашни юрӑ, ташӑ умӗн сӑвӑ, шӳтлӗ халапсем каласа куракансен кӑмӑлне тыткӑнланӑ. Александр Ивановпа Виталий Никандров чӑваш халӑх, эстрада юррисене юрласа куракансен кӑмӑлне ҫӗкленӳллӗ туйӑм парнеленӗ. Вениамин Иванов ӑста баянист хӑйӗн пултарулӑхӗпе тӗлӗнтернӗ. Иван Комаров купӑспа выляса юрланӑ. Хавасланнӑ куракансем унпа пӗрле юрласа тӑвӑллӑн алӑ ҫупса уяв концертне тата та илемлетнӗ. Дмитрий Тимофеев вырӑсла, вырӑсларан чӑвашла куҫарнӑ эстрада юррисемпе юбилярсене, асанне, кукамай, аннесене саламланӑ. Виталий Данилов гитарӑпа выляса аннесене халаланӑ юрӑсем юрланӑ. Утмӑл теҫетке урлӑ каҫнӑ Венямин Родионов тутар, цыган ташшине ҫӑмӑллӑн ташласа тӗлӗнтернӗ. Купӑсҫӑсем Анатолий Александров, Александр Семенов, Виталий Варламов, Иван Комаров, параппанҫă Александр Иванов, шăнкăрма калакан Геннадий Шестаков, баянпа Вениамин Иванов чӑвашсен ташӑ кӗввине вылянӑ.

Район депутачӗ Георгий Сорокин пурне те уяв ячӗпе саламланӑ, ҫирӗп сывлӑх вӑрӑм кун-ҫул суннӑ. Культура ҫурчӗн ертӳҫи Надежда Лаврентьева коронавирус пандемине пула санитари правилисене пăхăнса уяв концерчӗсене ҫӳреме чӗнсе каланӑ.

Ярмушка ял тӑрӑхӗн специалисчӗ Лиана Григорьева администраци, куракансен ячӗпе артистсене тав сӑмахӗ каланӑ. Икӗ сехете яхӑн пынă концерта пӑхса киленнӗ куракансем артистсене ура ҫине тӑрса тӑвӑллӑн алӑ ҫупса тав тунӑ.

 Уяв концерчĕ пуш уйăхĕн 6-мĕшĕнче Кушар-Юнтапа ялĕнчи клубра та пулнă. Концерта хутшăннă, Кушар-Юнтапа ялĕнче ҫуралса ўснĕ Валерий Перепелкин хĕрарăмсене чĕрĕ чечексем парнеленĕ.



Ермошкинское сельское поселение
09 марта 2021
09:31
Поделиться
;