Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Яланах хастарлăхпа палăрнă

Тинĕс-çар Флочĕн кунне çулсеренех июлĕн юлашки вырсарникунĕнче паллă тăваççĕ. Раççей Президенчĕн Указĕпе килĕшуллĕн 2006 çулхи çу уйăхĕн 31-мĕшĕнчен пуçласа ăна Хĕçпăшаллă вăйсен професси уявĕ тесе палăртма йышăннă.

Çĕрпел ял поселенийĕнчи чи хисеплĕ çынсенчен пĕри – Леонид Михайлович Федоров. Вăл Тăван çĕршыв умĕнчи хисеплĕ тивĕçе те чыслăн пурнăçланă, ĕçре те ырă ят-сум çĕнсе илнĕ.

Леня Хурăнсур Çармăс ялĕнче вăрçă хыççăнхи вăхăтра, 1950 çулта, кун çути курнă. Ашшĕ Михаил Федорович столяр-плотникре ĕçленĕ, амăшĕ вара – Мария Спиридоновна – шкулта ачасене вĕрентнĕ. Çемьере пилĕк ача пулнă, шел те, пĕри вăхăтсăр çĕре кĕнĕ, тăваттăн тĕрĕс-тĕкел çитĕннĕ. Леня – çемьере иккĕмĕш. Ачисене ашшĕпе амăшĕ тĕрĕс воспитани парса ĕçпе пиçĕхтернĕ. Вĕсен çемйи çывăхри ялсенче ырă ятпа палăрнă. Леньăн кукашшĕ – Спиридон Павлович Толмасов (Çĕпритун Шăпчăк), СССР Писательсен союзĕн членĕ, паллă журналист, публицист, писатель-фельетонист, юптаруçă, куçаруçă, хăй вăхăтĕнче «Капкăн» журнала пуçласа янă. Вăл – 10 кĕнеке авторĕ.

Каччă яланах тăрăшулăхпа, хастарлăхпа уйрăлса тăнă. Шкулта лайăх паллăсемпе вĕреннĕ, кĕнеке вулама юратнă, шахматла вылянă. Çулла – футбол, лапта вăййисенче, чупассипе, хĕлле вара хоккей енĕпе, çунашкапа ярăнассипе, йĕлтĕрпе ăмăртассипе питĕ хастар пулнă. 1966 çулта Леня шкул ачисем хушшинчи спартакиадăра чупу енĕпе район чемпионĕн ятне çĕнсе илнĕ. Футболта та Çĕрпелти вăтам шкул команди яланах районта малти вырăнсене йышăннă.

1967 çулта вунулттăри каччă юлташĕсемпе Караганда хулинчи ту промышленноçĕн училищине вĕренме тухса каять. Лайăх паллăсемпе вĕренсе алла диплом илнĕ çамрăк специалиста Долинск шахтине ĕçлеме яраççĕ.

1970 çулхи кĕркунне Леонид Федоровăн çара кайма ят тухать. Вăл Тинĕс-Çар флотне, Владивосток хулине, лекет. Малтанхи ултă уйăхра Русский утрав çинчи вĕренÿ çар чаçĕнче «радиотелеграфист» специальноçне алла илет. Çăмăл пулман, çак вăхăтра час-часах вĕренÿ тревогисем иртнĕ. Каярахпа ăна карап çинчи «радиоотряд особого назначения» отделени командирĕ пулма шанаççĕ.

Вĕсен «123» карапĕ Персид заливĕнче Америкăн 7 флотне сăнаса тăнă. Ют çĕршыв тĕрлĕ провокацисем те тунă. Çак заливра Федоров старшина çулталăк çурă хушшинче пĕтĕмпе виçĕ хутчен пулать. Темиçе тинĕспе виçĕ океан урлă каçать. Служба вăхăтĕнче Устава нихăçан та пăсман, дисциплинăна çирĕп пăхăннă. Тăван киле Çĕрпел каччи старшина тата «мастер» класлă ятпа таврăнать. Хĕсмет хыççăн Леонид Долинск шахтинче 23 çул вăй хунă. Кунта та вăл чи паллă спортсменсенчен пĕри пулнă. Йĕлтĕрпе чупассипе тата çăмăл атлетика енĕпе Сарани хулинче чемпион ятне тивĕçнĕ. Çавăн пекех Караганда облаçĕнчи çамрăксем хушшинчи чемпион. Профессири ÿсĕмĕсемшĕн тивĕçнĕ Хисеп паллисем те нумай унăн: 9-мĕш тата 11-мĕш пилĕкçуллăх ĕç отличникĕ, çĕр кăмрăкĕн промышленноçĕн отличникĕ. Унсăр пуçне юбилейлĕ медальсемпе, Хисеп хучĕсемпе чысланă.

Хăй çуралса ÿснĕ тăрăха чун туртнипе тата чи çывăх çыннине, амăшне, пулăшас тĕллевпе тăван яла, Хурăнсур Çармăса таврăннă. Мăшăрĕпе, Тамара Алексеевнăпа, икĕ ывăл пăхса çитĕнтернĕ вĕсем. Халĕ икĕ мăнукĕпе тата ачисемпе савăнса пурăнаççĕ. Тивĕçлĕ канура пулин те Леонид Михайлович ахаль лармасть, хăйне шаннă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать. Вăл – Хурăнсур Çармăс ялĕнчи ветерансен Канашĕн председателĕ, Раççейри ветерансен союзĕн членĕ. Районта, республикăра, поселенинче ирттерекен тĕрлĕ мероприятисене çав тери хастар хутшăнать. Шкулпа, культура «вучахĕсемпе», ял çамрăкĕсемпе тачă çыхăну тытать.

Г.НИКОЛАЕВ,

отставкăри подполковник.



РЕДАКЦИЯ ВУРНАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ «ПУТЬ ПОБЕДЫ»
24 июля 2021
13:07
Поделиться