Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Энтузиастсем тĕнче тытаççĕ

Мал ĕмĕтлĕ, пултаруллă çынсенчен вĕренмелли нумай. Вĕсем пĕр утăм та кун-çул уттинчен юлмаççĕ. Хăйсен юратнă ĕçне хавхаланса пурнăçлаççĕ. Калининăри Сергей Павлович Сидоров районта чыс-сумра. Йĕпреç районĕнчи Тарăнвар ялĕнче çуралса ÿснĕ пулин те унăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ Вăрнар районĕпе тачă çыхăннă. 24-мĕш СПТУ-ра нумай çул тăрăшнă аслă категориллĕ мастер, паянхи кун та рационализаторла шухăшсемпе хавхаланаканскер, çак кĕçнерникун 65 çул тултарчĕ.

Йĕпреç яш каччи тăван тăрăхри вăтам шкултан аттестатпа тухсан Калининăри училищĕне çул тытнă, кунта пĕлÿ пухнă, тракторист-машинист специальноçне алла илнĕ.

Ăс-тăна тарăнлатни малашлăха çул хывма пулăшнине ăнланса   Алтайри индустрипе педагогика техникумне вĕренме кĕнĕ, 1979 çулта ăна хĕрлĕ дипломпа пĕтернĕ. 1979 – 2007 çулсенче Калининăри 24-мĕш СПТУ-ра техник-механикра тата производство вĕрентĕвĕн мастерĕнче ĕçленĕ. Тăрăшнине кура çимĕçĕ. Сергей Павловичăн вĕренекенĕсем «Производство мастерĕ» конкурссенче малтисен ретĕнче пулнă. Пултаруллă специалистсем хатĕрленĕшĕн 1989 тата 1991 çулсенче Сергей Павловича ЧР Вĕрентÿ министерствин Хисеп грамотипе чысланă.

– Рационализаторла сĕнÿсемпе тĕпчевсемшĕн РСФСР Госагропромĕн, Раççей хура тăпраллă мар зонин Госагропромĕн, ВОИР Тĕп Канашĕн, «Ял механизаторĕ» журналăн парнисене темиçе хутчен те тивĕçрĕм, – çирĕплетрĕ Сергей Сидоров.

Вăл яланах яваплăха туйса тимленĕ. Шанса панă ял хуçалăх машинисене патшалăх техника тĕрĕслевĕ витĕр тÿрех ăнăçлă кăларма пултарнă.

Палăртмалла, Сергей Сидоров Т-40М трактор çине çакмалли агрегат – грузсем çĕклекен çĕнĕ йышши кран – шухăшласа кăларнă. Паллах, изобретатель ĕçне училищĕре вĕренекенсене те явăçтарнă. Каласа хăвармалла, Раççейри 85 пин ытла тиражпа пичетленсе тухнă «Ял механизаторĕ» производство журналĕнче 1993 çулта Сергей Сидоровăн «Гидроподъемник» статйи те кун çути курнă.

– Эп мĕнле çырнă, çапла пичетленĕ. Çакăншăн, паллах, питĕ савăнтăм, – терĕ автор.

Вăл Алтайри агротехникумпа, çĕршыври механизаципе электрофикаци институчĕпе, Белоруссири патшалăх аграрипе техника университечĕпе тата ытти учрежденипе çыхăну тытнă. Ĕçленĕ вăхăтрах ăна Раççейри мехпарксем мĕнле шайра пулни хытах кăсăклантарнă.   «Трактора ан чарăр» темăпа калăпăшлă ĕç хатĕрленĕ. Хăюллă ентеш çĕнĕлĕхсене пысăк квалификациллĕ специалистсемпе, новаторсемпе сÿтсе явнă.

– Сирĕн пек энтузиастсем çинче тĕнче тытăнса тăрать, – тенĕ Н. Казаровец, Беларуçри аграрипе техника университечĕн ректорĕ.

Çавăн пекех вăл Сергей Сидоров ДТ–75М тракторăн сухалакан агрегачĕн хăвăртлăхне тĕрĕс хак панине, ял хуçалăх машинин чĕлхине аван ăнкарнине палăртнă.

Калининăри 24-мĕш профтехучилищĕре вăй хунă чух квалификацие курссенче тăтăшах ÿстерме тăрăшнă. Республикăри профтехучилищĕсенчи производство вĕрентĕвĕн мастерĕсене уçă уроксем кăтартса ят-сума çĕкленĕ. Сергей Павлович практика занятийĕсенче тĕрлĕ методика меслечĕсемпе усă курнă. Хăйĕн рационализатор опычĕпе паллаштарма Мускаври агроинженери университетне те çыру янă. М. Ерохин ректор ăна малалла та педагогикăра тухăçлă ĕçлеме суннă.

Ÿркенмен ăста пулнă, теççĕ. 2002 çулта РФ Ял хуçалăх министерствин техника политикин департаментне те Сергей Сидоровăн «Трактора ан чарăр» материалĕ çитнĕ.

Паха опытпа паллашнă хыççăн департамент ертÿçин çумĕ Е. Ревякин çапла хурав панă%

– Сергей Павлович! Эсир мехпарксенчи сухалакан агрегатсене аналитика тишкерĕвĕ тăвас енĕпе пысăк ĕç туса ирттернĕ. Çакна практика хăнăхăвĕсенче те çирĕплетнĕ. Сирĕн хăвăр ĕçĕрпе ял хуçалăх механизацийĕн наукăпа тĕпчев институчĕсене паллаштармалла.

Сергей Павлович мĕн сĕнни-хушнине яланах пурнăçлама хăнăхнă. Кĕçех кирлĕ ведомствăран та хурав илнĕ. Кунти специалистсем те унăн «Трактора ан чарăр» ĕçне пысăка хурса хакланă.

Тракторсем çитменни аграрисене кăткăс лару-тăрăва кĕртсе ÿкерет. Акă, Волгоградри легендарлă завод 1988 çулта 69200 трактор кăларнă, 2013 çулхи кăтарту вара пачах урăхла – 292 (!) хут чакнă, ку заводра ун чухне пĕтĕмпе 237 техника кăна кăларнă. Трактор çитменнипе суха вăрăма тăсăлни, унăн пахалăхĕ чакни пирки çырнă Сергей Павлович. Çавăн пекех вăл хурçă ут ан чăхăмлатăр тесен суха вăхăтĕнче   мастер-наладчик, учетчик, разметчик, заправщик, экономист тата ытти кирлĕ специалист тăрăшмаллине те палăртнă. Кашни хăйĕн ĕçĕнче пулни пĕлтерĕшлĕ, ÿсĕм-çитĕнÿ те хăвăртрах тума пулĕ. Аслă категориллĕ мастерăн йăлана кĕмен инженери расчечĕсем те кăсăклантарнă наука ĕçченĕсене.

«Раççейĕн трактор валли вăй çитейĕ-ши?» аналитика ĕçĕ те тĕрлĕ ведомствăсен пысăк хакне тивĕçнĕ. Паянхи кун та Нурăсри рационализаторăн сĕнĕвĕсем хăйсен çивĕчлĕхне çухатман.

Сергей Сидоров хресчен чунĕллĕ, хăйĕн ĕçне чун-чĕререн парăннă çын пулни яр уççăн курăнать. Ял хуçалăх отраслĕпе кăсăклансах тăрать. Агропромышленность комплексне аталантарассине, ял валли кадрсем хатĕрлессине пысăк тÿпе хывнă хастар çынна унăн вĕренекенĕсем манмаççĕ, мастерăн педагогикăри ăсталăхне час-часах аса илеççĕ. «Сергей Павлович талантлă педагог», – теççĕ.

– Техникăна ачаран юратнă. Астăватăп-ха, ун чухне эпĕ саккăрмĕш класра вĕренеттĕм. Пирĕн яла колхозăн икĕ çĕнĕ тракторĕ çитрĕ. Пĕр хурçă учĕ   ДТ–75, тепри – МТЗ–50. Иккĕшне те ытармалла мар. МТЗ–50 тракторăн капочĕ çинче çак техника хăйĕн ĕçлес хăвачĕпе ылтăн наградăна тивĕçнине çырнăччĕ. Ку хыпар мана хытах тĕлĕнтерчĕ. Пурнăçри çак тапхăртан техникăпа хытах кăсăкланма пуçларăм, – аса илчĕ рационализатор.

Чун туртнине пула профессие суйлакансем ĕçре телей тупаççĕ. Çемйисенче те килĕшÿпе юрату хуçаланаççĕ.  

Сергей Павлович мăшăрĕпе хĕрпе ывăла çут тĕнче парнеленĕ. Вĕсем халĕ пурнăç çулĕпе çирĕппĕн утаççĕ. Сидоровсен йăхне малалла тăсакансем те пур – икĕ мăнук çитĕнет. Ăста аллинче ĕç вылять тенешкел, Сергей Сидорович вĕсем валли темĕн тĕрлĕ тетте те маçтăрлама пултарать.

Паянхи кун Сергей Сидоров пĕчченех пурăнать. Апла пулин те унăн кил хуçалăхĕ çирĕп. Ĕне выльăх усрать. Хастар çыннăн хурçă ут та пур. Сергей Павлович патне ывăлĕпе хĕрĕ çемйисемпе килсех çÿреççĕ, кил хуçалăхĕнче ĕçлесе пулăшаççĕ.

Елена ПОРФИРЬЕВА.



РЕДАКЦИЯ ВУРНАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ «ПУТЬ ПОБЕДЫ»
07 августа 2021
11:55
Поделиться