Делегация Вурнарского муниципального округа приняла участие в торжестве, посвященном Дню чувашского языка
И.Я. Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитнине халалланӑ уяв
Ака уйăхĕн 25-мĕшĕ - чăваш халăхĕшĕн чи пысăк уявсенчен пĕри. Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитнине халалласа Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденлĕ К.В.Иванов ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче çак кун сумлă уяв иртрĕ.
Уява Вӑрнар муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗ Андрей Владимирович Тихонов, районти вӗрентӳ пайӗн начальникӗ Алексей Николаевич Фирсов, вӗрентӳ пайӗн методисчĕ Елена Леонтьевна Карпова, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕсем – Валентина Николаевна Флегентова, Валентина Анатольевна Ильина, Вероника Трифоновна Дмитриева тата вĕренекенсем - Яковлева Кирăпа Никитина Рада хутшăнчĕç.
Чи малтанах уява килнисем, Республика Пуçлăхĕн Олег Николаевăн видео саламне йышăнчĕç. Уяв ячĕпе Раççей Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков, Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ, Чăваш митрополичĕн пуçлăхĕ Высокопреосвященнăй Савватий саламларĕç.
И.Я.Яковлевăн мăнук ывăлĕ Владимир Всеволодович Павлов та инçе çула кĕскетсе уява çитнĕ. Вӑл хӑйӗн мӑн аслашшӗн пархатарлӑ ӗçӗсем çинчен çӗкленӳллӗн каласа пачӗ.
Тухса калаçакансем Иван Яковлевич Яковлев ячĕ чăваш халăхĕшĕн яланах хисеплĕ те чыслă пулнине, унăн чапĕ халăхсем хушшинче çултан-çул анлăрах сарăлса пынине палăртса хăварчĕç. Вӗсем унăн пархатарлá ĕçĕ çинчен нумай каларĕç.