Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Вожатăйсем ăмăртрĕç

Сывлăха çирĕплетмелли «Ласточка» лагерьте иртекен кашни кун тĕрлĕ мероприятисемпе пуян. Канакансем тĕрлĕ конкурссенче, вăйăсенче ăс-хакăла аталантараççĕ, спорт ăмăртăвĕсенче ÿт-пĕве пиçĕхтереççĕ. Ачасен канăвне усăллă йĕркелесси вожатăйсенчен, вĕсен тавракурăмĕнчен, кĕçĕннисене лагерь пурнăçне явăçтарма пĕлнинчен нумай килет. Иртнĕ кунсенче районти вĕрентÿ управленийĕ «ХХ1 ĕмĕрти супервожатăй» конкурс йĕркелерĕ. Унта 2000-2003 çулсенче лагерьте ĕçленĕ вожатăйсем хутшăнчĕç, хаваслă конкурссенче, волейбол турнирĕнче тупăшрĕç, ачасемпе пĕрле КВНта тупăшрĕç. Кунашкал конкурссем ирттерни вожатăйсен опытне ÿстерме мар, ачасен пушă вăхăтне туллин, усăллă ирттерме пулăшаççĕ.