Иртнĕ çулхи октябрь уйăхĕнче киревсĕр йăла-йĕркесене хирĕç кĕрешес тĕллевпе район администрацийĕ çумĕнче ятарлă комисси туса хучĕç. Комисси обществăри йĕркелĕхшĕн çийĕнчех ĕçе пуçăнчĕ. 2003 çулта, сăмахран, административлă йĕркене пăснă 21 тĕслĕх тупса палăртнă. Алкоголлĕ шĕвексене сутас тĕллевпе туяннăшăн, килте хатĕрленĕшĕн тата упранăшăн вунпĕр çынна, çав шутран саккăрĕшĕ - хĕрарăмсем, административлă явап тыттарнă. Çеиьере харкашса-вăрçа пурнăннăшăн, кÿршĕсен канлĕхне пăснăшăн вунă çынна айăпланă. 15 çынна 23200 тенкĕлĕх штраф тÿлеттернĕ, 5 çынна çирĕп асăрхаттарнă.
Комисси ларăвĕ иртнĕ
Дополнительно
21 января 2004
00:00
"Çĕнтерÿ çуле"