Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

“Асăрханăр - ачасем” операци

Кăçалхи çичĕ уйăхра хамăр республика территорийĕнчи çулсем çинче ачасем хутшăннипе 105 инкек пулнă. Вĕсенче вунă ача пурнăçĕ татăлнă, çĕр саккăрăшĕ сусăрланнă. Сăнанă тăрăх, çулсем çинче инкексем ытларах çуллахи каникул вĕçĕнче тата çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçламăшĕнче пулаççĕ. Çулсем çинче ачасемпе инкек-синкек пуласран асăрхаттарас тĕллевпе район территорийĕнче кăçалхи сентябрĕн 10-мĕшчен “Асăрханăр - ачасем” операци иртет.

Водительсемпе çуран çÿрекенсене тепĕр хут аса илтерни ытлашши пулмĕ: кăçал районти çулсем çинче ачасем хутшăннипе инкек-синкек ытларах пулнă.