Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

КВН-а хутшăннă

Калининăри вăтам шкул ачисем иртнĕ шăмат кун КВН вăййисен зонăри ăмăртăвĕсене хутшăннă. Вăл Йĕпреç поселокĕнче иртнĕ. “Идеальные блинчики” команда (организаторĕ - Ирина Ивановна Ефимова) куракансем умне çивĕч те кулăшла шÿтсемпе тухнă, анлă тавракурăмĕпе палăрнă. Шел, малти вырăна тухайман вĕренекенсем, апла пулин те çитес вăйăсене хутшăнас кăмăлĕ пысăк вĕсен.